Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МУСКАВРАН - ÇĔКЛЕНỸЛЛĔ КĂМĂЛПА

 

 КĂÇАЛХИ ноябрĕн 1-мĕшĕ Раççейри питĕ паллă "Росгосстрах" страхлакан компани историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлĕ. Çак кун компани 85 çул тултарнă ятпа Мускавра, Кремльти керменте савăнăçлă пуху пулса иртнĕ. Ун ĕçне "Росгосстрахăн" Чăваш филиалĕн Шăмăршăри страхлакан уйрăмĕн агенчĕ, страховани системинче 31 çул хушши вăй хуракан Е.А.Малеева та хутшăннă. Мускавран таврăннă хыççăн эпир Евгения Алексеевнăпа тĕл пулса калаçрăмăр. _ Савăнăçлă пухăва Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пилĕк пин çурă ытла çын хутшăнчĕ, - терĕ Е.А.Малеева. _ Вĕсен йышĕнче _ патшалăхăн сумлă наградисене тивĕç пулнисем, Госстрах ветеранĕсемпе çамрăксем. Чăваш Ен делегацийĕнче сакăр вун тăватă çынччĕ. Делегацие "Росгосстрахăн" Чăваш филиалĕн директорĕ А.Пирожков ертсе пычĕ. Уява килнисене Раççей Федерацийĕн правительствин председателĕн çумĕ А.Жуков, финанс министрĕ А.Кудрин, Федераци Совечĕн председателĕ С.Миронов, Страхлакан надзорăн федераллă службин ертỹçи И.Ломанин-Румянцев тата ыттисем хĕрỹллĕн саламларĕç. "Росгосстрах" ĕçĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн 154 çынна патшалăх, ведомство тата регион наградисемпе чысларĕç. Çав шутра "Росгосстрахăн" Чăваш филиалĕн икĕ специалисчĕ _ Муркашри страхлакан уйрăм начальникĕ Валерий Вязов тата автотранспорт страхованийĕн дирекцийĕнчи пай начальникĕ Анатолий Печников наградăсене тивĕçрĕç. Савăнăçлă пуху хыççăн чаплă концерт пулчĕ, Раççей эстрадин çăлтăрĕсен пултарулăхĕ чун-чĕрене çĕклентерчĕ. Мускавран хаваслă кăмăлпа, çĕнĕ ĕмĕтсемпе таврăнтăмăр. "Росгосстраха" çынсем шанаççĕ, çак шанăçа пирĕн кулленхи ĕçпе тỹрре кăлармалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 ноября 2006
00:00
Поделиться