Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЛАЙĂХПА ПАЛĂРЧĔÇ

 

СĔНТĔРВĂРРИ районĕнчи Хуракассинчи шкулта пысăк трагеди пулнăранпа 45 çул çитнине асăнса Шупашкарта ирттернĕ çамрăк пушарниксен ăмăртăвне Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Унта, хамăр республикăсăр пуçне, Марий-Эл тата Тутарстан шкулĕсенчи командăсем те вăй виçрĕç. Çак ăмăртура пурĕ 20 команда тупăшрĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе 100 метрлă дистанцие чупассипе, вăрăм пусма тăрăх çуртăн иккĕмĕш хутне хăпарса условнăй "пушара" сỹнтерессипе ăмăртрĕç. Итогсене пĕтĕмлетсен, карапайсен 9 çынран тăракан команди саккăрмĕш вырăн йышăнни палăрчĕ. Хамăр республикăри районсем хушшинче вара пирĕн команда виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ăмăртура уйрăмах Александр Сабаев, Алексей Чугунов тата Николай Сидоров палăрчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 ноября 2006
00:00
Поделиться