Кредит илнĕ _ документсем тăрат
"АПК" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă районĕнчи 400-е яхăн çын килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çав вăхăтрах кирлĕ документсен тулли пакетне хальлĕхе 300-е яхăн çын çеç тăратнă. Урăхла каласан, кредита тĕллевлĕ илнине граждансен 75 проценчĕ çеç çирĕплетсе панă. Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министерстви çакна аса илтерет: 2006 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен çăмăллăхлă кредит илнĕ пур граждансен те документсен тулли пакетне _ накладнойсене, касса чекĕсене, локальнăй сметăсене тăратма васкамалла. Кредитăн процент ставкисене субсидилесси кредитпа тĕллевлĕ усă курнипе тỹрремĕнех çыхăннă. Енчен те декабрĕн 1-мĕшĕччен кредит панă учрежденисене тивĕçлĕ документсем тăратмасан, кредита субсидилемеççĕ. Çавăн пекех Ял хуçалăх министерстви 2006 çулта илнĕ кредитăн процент ставкисене гаранти пама пултараймасть. Патшалăхăн çăмăллăхлă кредитне илнĕ граждансене 2006 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен тивĕçлĕ документсем тăратма сĕнетпĕр, çирĕплетекен хутсем пулмасан çак кредит коммерци кредитне çаврăнма пултарать.