Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СИМУРЗИНСЕМ _ ÇĔР ХУÇИСЕМ

ЧУКАЛ тăрăхĕнче пĕр тăван Сергей, Владимир тата Валерий Симурзинсене _ "Пулмантăш", "Çăл куç" тата "Шакур" фермер хуçалăхĕсен хуçисене _ аван пĕлеççĕ. Вĕсем пушă выртакан çĕрсене арендăна илсе ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Эпĕ В.Н.Симурзинпа _ "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕн ертỹçипе _тĕл пулса калаçрăм. _ Начар ĕçлерĕмĕр теме пултараймастăп _ кĕлетсем пушă мар, - терĕ Валерий Николаевич. _ 50 гектар çинчи çурхи тулă гектар пуçне 21-шер, 10 гектар улма гектартан 150-шар центнер ытла тухăç пачĕç. 40 гектар çинче кĕрхи тулă акса хăвартăм, мĕн пур лаптăка сухаланă. Кăçал тырă хумашкăн кĕлет тума, опрыскиватель туянма та вăй çитертĕмĕр. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, патшалăхран 300 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит итĕм. Володьăпа Сергей те тухăçлă ĕçлерĕç, çĕр улми çитĕнтерсе сахал мар тупăш илчĕç. Çитес çул эпир "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкне ỹстерме, çĕнĕ сортсем çитĕнтерме палăртатпăр. Çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунатăп эпĕ чăн-чăн хресченсене. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕччĕрех!



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 ноября 2006
00:00
Поделиться