Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĂÇАЛ _ ÇĔНĔ ЧЕМПИОН

 

Шахмат _ ăс-тăн спорчĕ. Вăл аталанса, вăй илсе пыни Шăмăршă тăрăхĕнче те юлашки вăхăтра лайăхах палăрать. Район чемпионатне те çулсеренех чи вăйлă спортсменсем хутшăнаççĕ. Спортăн ку енĕпе çамрăксем те ытларах кăсăкланма пуçлани курăнать. Паллах, вĕсенчен кашниех А.Карповпа Г.Каспаров е хальхи тĕнче чемпионĕ В.Крамник шайне çитиех çĕкленеймесен те, шахмата хисепе хуни хăйех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шахматла выляса районта мала тухассишĕн пыракан чемпионат кăçал Виçпỹрт Шăмăршăра иртрĕ. Ахальтен мар çакă. Мĕншĕн тесен, шахмат енĕпе темиçе хут район чемпионĕ Л.Падиаров тата чылай вăйлă шахматистсем _ шăпах çак ялтан. Шкулта та шахмат пысăк хисепре _ ятарлă кружок ĕçлет, унта ачасем хăйсен ăсталăхне туптаççĕ, малтанхи утăмсем тăваççĕ. Кăçалхи чемпионата хутшăнма сакăр çын кăмăл тунă. Вĕсенчен тăваттăшĕ _ Л.Падиаров, В.Тимофеев, С.Абсалямов тата О.Абрамов _ виçпỹртшăмăршăсем. А.Вазановпа Г.Никтин _ Шăмăршăран, В.Самев _ Васантан, О.Карпов _ Карапай Шăмăршăран. Пĕрремĕш тĕл пулусемех çивĕч кĕрешỹре пуçланчĕç. Малтанхи туртах Г.Никитин, В.Тимофеевпа Л.Падиаров хăйсен партийĕсене çĕнтерỹпе вĕçлерĕç. Шахматистсенчен чи çамрăкки _ О.Абрамов. Олег вуннăмĕш класра кăна вĕренет-ха. Ăна пĕрремĕш туртах йывăр тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ: район чемпионĕпе Л.Падиаровпа выляма çăмăл тетĕр-и? Апла пулин те йĕкĕт çухалса каймарĕ, юлашки самантченех çине тăрса кĕрешрĕ. Мĕн тăван ĕнтĕ: аслă юлташăн опычĕ самаях пысăк. Олегăн вара йăлтах малашлăхра. Иккĕмĕш турта та малтанхи çĕнтерỹçĕсем хăйсен активнее черетлĕ очкосем хушрĕç, О.Абрамов та пĕрреĕш çĕнтерỹ турĕ. Ытти турсенчи вăйăсем те çивĕч, хĕрỹ кĕрешỹре иртрĕç. Пурне те пĕр ыйту канăç памарĕ: кăçал районăн çĕнĕ чемпионĕ кам пулĕ-ши? Ку ыйту вăрах, йывăррăн татăлчĕ темелле. Тем пек çине тăрса кĕрешрĕ пулин те, район чемпионĕ пулнă Л.Падиаровăн кăçал алăри телей кайăкне вĕçертме тиврĕ _ вăл хисеплĕ титула сыхласа хăвараймарĕ... Районăн çĕнĕ чемпионĕ _ Шăмăршăри Г.Никтин, иккĕмĕш вырăнта _ Виçпỹрт Шăмăршăри В.Тимофеев. Л.Падиаров экс-чемпионĕн хальхинче виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Кăçалхи яемпионата йĕркелесе ирттерме Пуянкасси ял поселенийĕн администрацийĕ спонсор пулса пулăшрĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 ноября 2006
00:00
Поделиться