Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çепĕç юрă тыткăнларĕ чуна

 

ШĂМĂРШĂРИ Культура керменĕ юлашки çулсенче республикăри конкурссенче призлă вырăнсем йышăнса пырать (директорĕ В.Павлов). Кăçал республикăри культура учрежденийĕсем хушшинче "Ăнăçу _ 2006" ятпа иртекен конкурса та хутшăнаççĕ кермен ĕçченĕсем. Акă, çак кунсенче Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн работникĕсем _ асăннă конкурсăн жюри членĕсем Шăмăршăна килсе çитрĕç, Культура керменĕн тĕрлĕ енлĕ ĕç-хĕлне тĕпчесе тишкерчĕç. Каçхине вара учреждени çумĕнчи художество коллективĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕç. Концерт программи интереслĕ театрализаци композицийĕпе уçăлчĕ. Ун хыççăн нумаях пулмасть йĕркеленнĕ фольклор коллективĕ (художество ертỹçи А.Петрова) "Улах сăрин" уявне туллин кăтартса пачĕ. Яланхи пекех, пултаруллă солистсем _ В.Павлов, А.Верьялов, Т.Давыдовапа Е.Муромцева залри халăха чуна тыткăнлакан юрăсемпе савăнтарчĕç. Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕсен "Каприс" ансамблĕн, хĕрарăмсен тата арçынсен вокал ушкăнĕсен (аккомпаниаторĕ В.Харитонов) илемлĕ юррисене те куракансем ăшшăн йышăнчĕç. С.Никишина вара аккордеонпа çепĕç кĕвĕ çеммине профессилле ăсталăхпа каласа кăтартрĕ. "Антонина" халăх ташă ансамблĕ (руководителĕ А.Нефедова) чăваш халăх тата хальхи çамрăксен эстрада ташшисене питĕ килĕшỹллĕн ташлани чун-чĕрене ăшă туйăмсемпе пуянлатрĕ. Халăх театрĕн (режиссерĕ В.Львова) актерĕсем хальхи пурнăçа сăнлакан мыскарасене ĕнентерỹллĕн те чылайлăха асра юлмалла выляса пачĕç. Сценăн декораци тĕлĕшĕнчи илемлĕхĕ те залри халăха тыткăнларĕ. Н.Угарин пултаруллă драматург кăна мар, ăста художник-оформитель пулни те яр-уççăн курăнчĕ. Пуян программăллă концерт хыççăн тулли зал чылайччен алă çупрĕ. Республикăри жюри членĕсем шăмăршăсен творчество ăсталăхĕ çỹллĕ шайра пулнине палăртрĕç. Вĕсем Культура керменĕн ытти ĕç-хĕлне те (учрежденин шалти тата тулашĕнчи илемлĕхĕ, инноваци технологийĕсемпе еплерех усă курни, халăха творчество коллективĕсене явăçтарасси мĕнлерех пыни тата ытти те) лайăхпа хакларĕç. Республикăри конкурса Пуянкассинчи культура çурчĕ те хутшăнать (заведующийĕ Л.Михайлова). Жюри членĕсем маларах çак учрежденире те пулчĕç, унăн тĕрлĕ енлĕ ĕç-хĕлне тишкерсе тухрĕç, ялти пултарулăх коллективĕсен концертне курчĕç. Тĕпрен илсен, учреждени ĕçĕпе вĕсем кăмăллă юлчĕç. Культура учрежденийĕсен республикăри конкурсĕн кăтартăвĕсене декабрь пуçламăшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Районти учрежденисен коллективĕсене конкурсра ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 ноября 2006
00:00
Поделиться