АН ТУРТ, КАЧЧĂ, АН ТУРТ, ХĔР АЧА!
ÇУЛ çитмен ачасем ан туртчăр, туртакансем сиенлĕ йăлана пăрахчăр тесен медицина работникĕсен, уйрăмах шкулта ĕçлекенсен питĕ нумай вăй хумалла. Нумайăшĕ питĕ çамрăкла туртма тытăнаççĕ. Çамрăкла пирус хыпнисем малашне те туртас хăрушлăх пур. Шкултах туртма тытăнни ир вилесси патне илсе пырать. Çавăнпа та çул çитменнисене çак сиенлĕ йăларан хăтармалла. Туртма чарасси çăмăл профилактика шутланать. Туртнипе 50 тĕрлĕ чир çыхăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ вилĕм патне илсе çитерет. Тата туртакан ачасене сиплеме йывăр, сыватас шанчăк та сахал. Туртакан ачасем икĕ-ултă хут ытларах ỹстереççĕ, вĕсен çăра сурчăкĕ нумайрах тухать, йывăррăн сывлаççĕ, сывă ачасенчен маларах чыхăнаççĕ, ỹсесси чарăнать, ỹпкисем япăхланса çитеççĕ. Çамрăк чух туртма вĕреннисем никотина хăвăрт хăнăхаççĕ те çитĕнсен те пируса пăрахаймаççĕ. Вĕсем çуррине яхăн вăхăтсăр вилеççĕ. Тутанса анчах пăхам текенсем туртассин хăнăхăвне пĕлмеççĕ, кайран мĕн пулассине чухламаççĕ. Ỹссен туртма пăрахатпăр тесе шутлакансем те пур. 100 сигарет туртсан пăрахас текенсем тупăнаççĕ, анчах пăрахаймаççĕ. Никотина хăнăхсан туртма пăрахас кăмăлĕ пулсан, чарăнасси кокаинпа героина, спирта пăрахассипе пĕрех. Çул çитменнисем аслă юлташĕсем, ашшĕ-амăшĕсем туртнине кураççĕ, çавсенчен вĕренеççĕ. Аслăрах курăнас, "кирлĕ çынсен" ушкăнне кĕрес, эксперимент тăвас тесе çамрăксем пирус хыпаççĕ. Çамрăксемпе уйрăммăн калаçни питĕ пысăк усă парать. Сăмахран, врач туртни сиенĕ çинчен виçĕ минут çеç ăнлантарсан та çамрăксене туртма чарать. Медицина ĕçченĕсем темиçе хутчен калани вара тата витĕмлĕрех. Туртма пăрахас тесе тăрăшакансемшĕн çавăн пек калаçусен усси тата пысăкрах. Чăн малтанах çамрăк туртнипе туртманни çинчен ыйтмалла. Унтан унăн туртма пăрахас кăмăл пуррипе интересленмелле, пăрахма сĕнмелле, тĕрĕслỹ ĕçĕ çинчен манмалла мар. Çакă мĕнпурĕ те 5-15 минут çеç вăхăт йышăнать. Çамрăкăн туртма ытларах вăхăт кирлĕ. Туртма пăрахнисене ыттисен умĕнче мухтамалла. Пирус сиенĕ çинчен калама манмалла мар. Туртаканнисене кашни кун сигаретсен шутне чакарса пымалли çинчен каламалла. Çитес çул ачасен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. Çавăнпа та çамрăк ăру сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесен чăн малтанхи мероприятисенчен пĕри вăл _ туртма пăрахасси. Ачасем хушшинче туртакансем пачах та ан пăлччăр. Çакăншăн пĕтĕм общество яваплă пултăр. Сывă пурнăç йĕркишĕн пурин те тăрăшмалла.