АЧАСЕН КОНКУРСĔ
Ксюша паян 6 сехет çитичченех вăранса кайрĕ. Тул çутăлса çитеймен-ха. Хĕр ачан кăмăлĕ çĕкленỹллĕ. Ара, паян шкулта "Кĕр пики" конкурс пулать-çке. Вăл шурă кĕпине темиçе кун каяллах тĕрлĕ тĕссемлĕ çулçăсемпе капăрлатнă, хитре пуç кăшăлĕ тунă, амăшĕпе пĕрле юрăпа ташă та хатĕрленĕ. Конкурса тутлă апат та тăратмаллине аса илсе, Ксюша вăр-вар вырăн çинчен тăчĕ те, амăшĕпе пĕрле панулми кексне пĕçерчĕ. Ку ĕçе хăй те хутшăннăран-ши, кекс питĕ тутлă пулчĕ. Часах Ксюша тирпейленсе шкула тухса чупрĕ. Тăватă урок хыççăн 3-мĕш тата 4-мĕш классенчи хĕр ачасем пурте сарă, хĕрлĕ, хăмăр тĕслĕ çулçăсемпе, кĕрхи çимĕçсемпе илемлетнĕ зала пухăнчĕç. Уяв 1-мĕш класс ачисем юрăллă-ташăллă "Ярмарка" сценка лартнипе пуçланчĕ. Малалла вара "хĕр пики" конкурса хутшăнакан хĕр ачасене арçын ачасем вальс ташлама илсе тухрĕç, кайран сцена еннелле ăсатрĕç. Конкурса хутшăнакан Юлия Ефимова, Луиза Тюнтерова, Ксения Смаева, Алена Сатарова, Диана Краснова, Мария Кузнецова, Даша Кудряшова, Юлия Урмаева, Снежана Тихонова малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç. Кун хыççăн творчество мелĕсемпе усă курса эстрада артисчĕсене сăнласа пачĕç, юрласа, ташласа кăтартрĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, кĕрхи модăпа паллаштарчĕç, жюри членĕсене хăйсем хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе хăналарĕç. Жюри итогсене пĕтĕмлетсен, пуринчен те ытларах очкосем пухса, Ксения Смаева "Кĕр пики" ята тивĕçни палăрчĕ. Çакна илтсен, ырă туйăмсем капланса килнипе, хĕр ачан кайăк пек вĕçес килчĕ, шкулта тата лайăхрах вĕренес кăмăл çирĕпленчĕ. Апла пулсан, конкурса амăшĕпе пĕрле тĕплĕн хатĕрленни сая каймарĕ. Конкурс программине 4 класри Вадим Сергеевпа Костя Нурдинов ăста ертсе пычĕç. Çак интереслĕ конкурса йĕркелесе ирттернĕшĕн ашшĕ-амăшĕсем И.И.Ендиеровапа Л.В.Митрофанова учительницăсене чĕререн тав турĕç. Ирина Ивановнăпа Любовь Валерьевна, пуçламăш классене тăрăшса вĕрентнисĕр пуçне, класс тулашĕнчи мероприятисене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Учительницăсем ачасене пĕчĕкренех ĕçе юратма, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма, таса чунлă, тỹрĕ кăмăллă пулма, тăван тавралăха юратма вĕрентеççĕ.