Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ
ĔНЕР, ноябрĕн 8-мĕшĕнче, Шăмăршăра район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ улттăмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.А.Петьков уçнă тата ертсе пынă. Лару кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа _ "Шăмăршă районĕн 2006 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен" _ район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.П.Кудрявцева пĕлтернине итленĕ. Депутатсем 2006 çулхи тăхăр уйăхри бюджет мĕнле пурнăçланни çинчен калакан информацие (тупăшсем енĕпе 95065,8 пин тенкĕ, тăкаксем енĕпе 83628,2 пин тенкĕ) шута илнĕ. Лару район депутачĕсен Пухăвĕн 2005 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчи ларăвĕн "Шăмăршă районĕн 2006 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕ юлашки ыйтупа Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕ пулма 17-мĕш номерлĕ Чукал суйлав округĕнчен суйланнă А.В. Максимовăн депутат полномочийĕ- сене вăхăтсăр татасси çинчен йышăну кăларнă. 17-мĕш номерлĕ Чукал суйлав округĕпе хушма суйлава çулталăк хушшинче ирттерме йышăннă. Лару ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăннă, кун йĕркинчи тата район пурнăçĕнчи ыйтусем тăрăх сăмах тухса каланă.