Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кунĕн-çĕрĕн _ йĕрке хуралĕнче

 

ЫРАН Раççейри милиционерсем хăйсен профессилле уявне палăртаççĕ. Çак уява эпир, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, ĕçри хăш-пĕр çитĕнỹсемпе кĕтсе илетпĕр. Сăмахран, 2005 çулхи 10 уйăхра преступленисен 82,6 процентне уçса панă пулнă, кăçал çак тапхăрта вара _ 94,6 процент. Ют пурлăха вăрлассипе çыхăннă преступленисене тăрă шыв çине кăларасси те сисĕмлех лайăхланнă: пĕлтĕрхи 10 уйăхра çак кăтарту 52 процентпа танлашнă пулнă, кăçал çак тапхăрта _ 81,5 процент. Преступленисене çийĕнчех уçса парас тесе милиционерсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Сăмахсене çирĕплетсе, кунта кăçалхи октябрь уйăхĕнчи хăш-пĕр фактсене илсе кăтартас килет. Октябрĕн 7-мĕшĕнче, çĕрле, такамсем райцентрти универмагăн хыçалти чỹречисене çĕмĕрсе кĕнĕ, аялти хутра хăйсен аслашшĕн кĕлетĕнчи пекех хуçаланнă. Кукăр алăллă çынсем хăйсен сумкисене сотовăй телефонсем, видеокамерăсем, фотоаппаратсем тата ытти таварсем _ пурĕ 150 пин тенкĕлĕх _ чăмтарнă та çĕрлехи сĕмлĕхре çухалнă. Анчах та ют пурлăха куç хывнă çынсене милиционерсем кĕске вăхăтрах шыраса тупрĕç. Шăмăршăри 24 çулти арçын тата 16 çулти яш çине, РФ УКĕн 158 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн, уголовнăй ĕçсем пуçарнă. Арçынна арестленĕ, вăл халĕ Çĕрпỹри изоляторта тỹпене решеткеллĕ кантăк витĕр пăхса ларать. Унăн çул çитмен çамрăка преступлени тума явăçтарнăшăн та ответ тытма тивет. Октябрĕн 27-мĕшĕнче вăрланипе çыхăннă тепĕр преступление уçса патăмăр. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршăра такам кил умĕнченех 6-мĕш модельлĕ "Жигулие" вăрласа кайнă пулнă. Малтан та вăрланăшăн судпа айăпланнă Шăмăршă арçыннине пирĕн сотрудниксем шыраса тупса арестленĕ. Вăл ют автомашинăна салатса, пайăн-пайăн сутма пуçланă, хăш-пĕр пайсем килĕнче упраннă. Кĕр пуçламăшĕнче райцентрти пĕр çамрăк темиçе çул хушши наркотиксемпе усă курнине тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Хут татăкне "качака ури" туса çавăрса, унта симĕс порошок (марихуана) ярса сиенлĕ тĕтĕме сăвăрнăшăн, нумаях пулмасть Ульяновск облаçĕнчен район территорине наркотикăн пысăк партине илсе кĕме хăтланнăшăн унăн РФ УКĕн 228 статйи тăрăх тулли явап тытмалла пулать. Сотовăй телефонсене вăрланă тĕслĕхсем çулран-çул нумайланса пыни пире питĕ пăшăрхантарать. Кăçал кунашкал 15 преступление уçса панă (пĕлтĕр - 8). Сотовăй телефонсене ан вăрлаччăр тесен, вĕсен хуçисене тимлĕ пулмалли пирки аса илтерес килет. Саккуна пăсса килте хĕç-пăшал тата патронсем упрама юраманни пирки хăш-пĕрисем темшĕн манаççĕ. 2006 çулта çакнашкал 6 преступление тăрă шыв çине кăларнă (2005 çулта çак тапхăрта - 3). Айăплисем пурте тивĕçлĕ ответ тытнă. Вăрăсем лавккасемпе киосксене куç хывассинчен сыхланса, нумаях пулмасть суту-илỹ точкисенче видеосăнав системине вырнаçтарма пуçларăмăр. Районти предпринимательсене çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрма, шалти ĕçсен пайĕпе договор тума сĕнетпĕр. Тăкаксем шанчăклă сыхлавпа таврăнĕç. Районти милицин ытти ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласан, кунта чи малтанах пирĕн техника паркĕ кăçал харăсах 4 автомашинăпа пуянланнине палăртмалла. Вĕсенчен 2-шĕ _ УАЗ, 2-шĕ "Нива" маркăллисем. Милицин оперативлă ĕçĕ-хĕлĕнче çак транспорт хатĕрĕсем сисĕмлĕ пулăшу парса тăраççĕ. Евростандартпа килĕшỹллĕн, кăçал çу кунĕсенче милици çуртне шалтан тĕпрен юсаса илемлетме май килчĕ. Хăтлă çурт сотрудниксен ĕçлес туртăмне ỹстерет, хавхалану туйăмне кỹрет. Кунашкал учрежденире тĕрлĕ ыйтупа милицие килекен районти граждансене кĕтсе илме те кăмăллă. Эпир, милици сотрудникĕсем, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн çине тăрса ĕçлетпĕр. Кунĕн-çĕрĕн йĕрке хуралĕнче тăрса, тĕрлĕ преступленисемпе кĕрешес, тỹнтерле ĕçсене тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе канăçа пĕлмесĕр вăй хуратпăр. Районти граждансен шанăçне, халăх хисепне çухатмасăр тăрăшасси _ пирĕн тĕп тĕллев. Район çыннисем пиртен талăкăн хуть-хăш сехетĕнче те тĕрлĕ енлĕ пулăшу ыйтма, ят-шыва пĕлтермесĕрех преступленисем пирки информаци пама пултараççĕ. Эпир çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр. Уяв умĕн йĕрке хуралĕнче чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен сотрудниксене хаçатра асăнса хăварни вырăнлă пулĕ тетĕп. Чи малтанах пай начальникĕн заместителĕсене, тĕрлĕ службăсемпе подразделенисен начальникĕсене лайăхпа палăртас килет. Тăрăшуллă сотрудниксен йышĕнче _ уголовнăй шыравăн уполномоченнăйĕсем С.Галкинпа Ю.Ефимов тата А.Петьковпа Р.Хамдеев следовательсем, Н.Тепитов, А.Ефимов, С.Можаевпа В.Ларшников участковăй уполномоченнăйсем, В.Синелев, В.Дмитриев, О.Красновпа М.Багаутдинов оперативлă дежурнăйсем, вĕсен помощникĕсем _ С.Сергеев, С.Васильевпа А.Фадеев, патрульпе пост службин милиционерĕсем _ А.Лебедев, С.Тинюковпа И.Прокопьев, конвой службин сотрудникĕсем _ И.Бахитовпа П.Давыдов, М.Яковлев кинолог, ГИБДД инспекторĕсем _ В.Григорьев, Г.Иванова, В.Кудряшов, А.Северов, Н.Рубцовпа С.Илехметов, водитель-милиционерсем _ Г.Андреевпа С.Ильин тата ыттисем. Статьяна вĕçленĕ май, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсене, вĕсен çемйисене, милици ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе чĕререн тухакан чи ăшă сăмахсемпе саламлатăп, юман пек çирĕп сывлăх, çăл куç шывĕ евĕр иксĕлми телей сунатăп. Граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, преступленисемпе кĕрешес ĕçре ăнăçу яланах сирĕнпе пĕрле пултăр, пакунлă еçтешĕмсем!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 ноября 2006
00:00
Поделиться