"Чĕпсене" ларсах шутлар-и, "кĕр мăнтăрĕпе" савăнар-и?
ЯЛ ĕçченĕсен професси уявĕ, календаре пăхсан, чылай маларах пулмаллаччĕ. Анчах ĕлĕкрех хресчен нихăçан та хĕрỹ ĕç вăхăтĕнче кĕрекене ларман, уй-хирте тар тăкса çитĕнтернине пуçтарса кĕртмесĕр ялта уяв пирки сăмах та пулма пултарайман. Районта ял ĕçченĕсен уявне çитес эрнере паллă тума палăртнă. Хура кĕркунне (шурă юр курăнчĕ пулин те, хĕле кĕреймерĕмĕр-ха) çĕр ĕçĕсенчен пушаннă ял çынни тинех ĕçсе-çисе савăнма пултарĕ. "Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ", - тенĕ ваттисем. Паллах, шахвăртса каланă ĕнтĕ: картишĕнчи чăхсемпе хур-кăвакала çеç мар, чи малтан кĕлетри пуянлăха шута илмелле. Мĕнле ĕçлерĕмĕр эпир çу хута, мĕн çитĕнтерни пирĕн кăмăла тивĕçтерейĕ-и? Çанталăкĕ хресчене питех юраймарĕ пулин те (сивви те, çумăрĕ те, шăрăхĕ те пулчĕç), тар тăкса ĕçлени сая каймарĕ. Районĕпе (фермерсене шута илмесен) кашни гектартан вăтамран 22-шер центнера яхăн тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Бункер виçипе шутласан, хуçалăхсенчи тухăç çапларах: "Яблоневка" - 25,4, "Шанс" - 25,1, "Искра" - 24,8, "Исток" - 24,1, "Нива" - 22,7, "Луч" - 22,1, "Колос" - 21,4, "Мир" - 20,3, "Агродор" - 19,2, "Восход" - 19, "Карлинская" - 17,2. Çулне кура, тухăçа хурлама çук. Кăçал кĕр тыррисем ытларах савăнтарчĕç пулсан, çуртрисем хăш-пĕр хуçалăхсенче тухăçлă çитĕнеймерĕç. Паллах, çĕр пулăхлăхĕ кашни хуçалăхрах тĕрлĕрен, экономика йывăрлăхĕсене пула минераллă удобренисемпе кирлĕ чухлĕ усă кураймарăмăр. Районти хуçалăхсем пурĕ те 484 тонна аммиак селитри (1986 çулта _ 18 пин тонна), 553 тонна хутăш удобрени (çирĕм çул каялла _ 6 пин тонна) çеç туянма пултарнă. Çĕре мĕнле тăрантаратăн, ырлăх-пурлăхне те çавăн чухлех парĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче "Восход", "Карлинская", "Мир", "Агродор" хуçалăхсенче тухăç чаксах пырать. Апла пулин те, мал ĕмĕтлĕ хуçалăхсем çĕр пулăхлăхне ỹстерессишĕн вăй-халĕсене шеллемеççĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе ыттисем те малалла туртăнасса шанас килет. Çĕр _ пирĕн тĕп пуянлăх, çĕршĕн тăрăшмасан эпир малалла каяймăпăр. Юлашки çулсенче районти хуçалăхсем тупăшлă культурăна _ сахăр чĕкĕнтĕрне _ хисеплеме пуçларĕç. "Исток" хуçалăхра 110 гектар çинчи чĕкĕнтĕр гектар пуçне 380-шар, "Шанс" хуçалăхра 40 гектар чĕкĕнтĕр _ 276-шар, "Искра" хуçалăхра 25 гектар çинчен 260-шар, "Колос" хуçалăхра 658 гектар çинчи чĕкĕнтĕр _ 270-шер, "Карлин- ская" хуçалăхра 32 гектар чĕкĕнтĕр 250-шар центнер тухăç панă. Килес çул çỹлте асăннă хуçалăхсем пылак тымар çимĕçе ытларах лаптăк çинче акса çитĕнтерме палăртнине ырламалла кăна. Çав вăхăтрах "Нива", "Мир", "Восход", "Агродор", "Луч" хуçалăхсем сахăр чĕкĕнтĕрĕнчен ютшăнни тĕлĕнтерет. Урăх хăш культура çакăн чухлĕ тупăш парĕ-ши пирĕн тăрăхра? Çăмăл пурнăç шыраса, хуçалăх экономикине тĕреклетмелли майсене шута илменни ертỹçĕсем ĕç çине алă сулнине çирĕплетмест-и-ха? Тепĕр тупăшлă культура _ çĕр улми те район уйĕсенче курăнманпа пĕрех. Пурĕ те 142 гектар çинче çеç çитĕнтерчĕç ăна кăçал хуçалăхсем. "Искра" тата "Яблоневка" хуçалăхсем гектартан 143-шер, "Луч" - 142-шер, "Мир" хуçалăх 140-шер центнер пуçтарса кĕртнĕ. Çĕр улми çитĕнтерессипе унччен районĕпех палăрса тăнă "Восход", "Шанс", "Карлинская", "Колос", "Нива", "Исток" хуçалăхсем çитес çур акинче хăйсен механизаторĕсене лавккара туяннă макаронпа пăтăсăр пуçне урăх мĕн çитерĕç-ши? Пахча-çимĕç çитĕнтересси çине те алă султăмăр пулмалла. Фермерсемсĕр пуçне, районта купăста, сухан, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр туса илекенсем те курăнмаççĕ. Çав вăхăтрах республикăри рынока кỹршĕллĕ Патăрьел, Елчĕк, Комсомоль- ски районĕсем пахча-çимĕç тăратаççĕ, тупăшне те самаях илеççĕ. Ним те туса илмесен, ним те сутмасан ăçтан тĕреклентĕр-ха ĕнтĕ хуçалăх экономики? Ял ĕçченĕсен уявĕнче, малта пыракансене чысланипе пĕрлех, ял хуçалăхĕн- чи çитменлĕхсемпе татса паман ыйтусене те палăртĕç. Ним пытармалли те çук: юлашки çулсенче çĕр ĕç культури те, ĕçлекенсен дисциплини те, пуçарулăх та чылай хавшарĕç. Çынсене ĕç укçине вăхăтра тата туллин тỹлейменнинчен те килет çакă. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Президенчĕн "Ĕç укçине ỹстерессине тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указĕ тĕп вырăнта пулмалла. Лайăх тỹлесен, кадрсенчен çирĕпрех ыйтма та пулать. "Кайран парса тататпăр" тесе шантарнипе çеç çынсен хавхаланăвне çĕклеме йывăр. Çын факторĕ яланах малти вырăнта тăмалла. Ял ĕçченĕсен хĕлле те канăç çук: выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçармалла, çур акине тĕплĕн хатĕрленмелле. Çитес çул кăçалхинчен ăнăçлăрах пултăрччĕ, уй-хирсем лайăх тухăçпа савăнтарччĕр. Çапла пултăр тесен, хĕлле те, çуркуннепе çулла та, кĕркунне те чунтан тăрăшса ĕçлемелле, çĕр-аннене юратса пурăнмалла.