Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тематика каçĕ

 

 "ÇАМРĂКСЕМ _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие тĕпе хурса, Кивĕ Чукалти Культура çуртĕнче З. И. Карзанова заведующи "Ан аркат эс хăвăн пурнăçна" ятпа интереслĕ тематика каçне йĕркелерĕ. Малтанах П. Ф. Чурбанов педагог тата Л.П. Малеева фельдшер табакпа алкоголь шĕвекĕсен сиенлĕхĕ пирки каласа пачĕç. Малалла вара шкулти аслă классенче вĕренекенсем тата çамрăксем тĕрлĕ конкурссемпе вăйă- сенче тупăшрĕç. Çĕнтерỹçĕсем призсем илчĕç. Музыка тăхтавĕсенче Е. Мандрюков тата хĕрсен ушкăнĕ хитре юрăсем юрласа килентерчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 ноября 2006
00:00
Поделиться