Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăсем _ финалта

 

"КВН" абвиатура мĕскере пĕлтернине паян, ахăртнех, кашниех пĕлет пулĕ: "хаваслисемпе тавçăруллисен клубĕ" тесен, иикам та йăнăшмасть. Кун пек вăййа Мускаври тĕп телевиденипе те кăтартаççĕ-ха. Унта вара çĕршыври чи вăйлă командăсем хутшăнаççĕ. Çакнашкал вăйăсем хамăр республикăра та иртеççĕ. Вĕсене кăçал пуçласа шăмăршăсем те, тĕрĕсрех, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулăн "Шемуршинские асы" команди те хутшăнать. Тỹрех каламалла: ентешсен малтанхи утăмсемех ăнăçлă. Пирĕн команда пĕрремĕш турти "Большое начинается с малого", иккĕмĕш турти "Все на старт" конкурссене хутшăнса республика лигинчи "Старт КВН Чувашии _ 2006" вăйăсен çурма финалĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, финала тухнă. Команда ертỹçи _ Е. Воронцова. КВН вара çулталăкĕпех пырать. Финалти вăйăсем "Карнавальная ночь" темăпа иртмелле. Шăмăршăсене финалта та ăнăçу çеç сунас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 ноября 2006
00:00
Поделиться