Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пахча вăрлăх _ тухăç никĕсĕ

 

РАЙОНТИ вăрлăх инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем çитес çур аки вали тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене кирлĕ чухлех хатĕрленĕ. Лабораторире тĕрĕслеттерме 19340 центнер вăрлăх тăратнă, çавăн 42 проценчĕ кондицие ларни палăрнă. Чи лайăх вăрлăхсем "Искра" хуçалăхăн, кунта вĕсене вырма вăхăтĕнчех кондицие лартнă. "Карла" тата "Карлинская" Агрофирма" хуçалăхсенче те вăрлăхсен пысăк пайĕ акма юрăхлă. Çав вăхăтрах "Исток", "Нива", "Луч", "Яблоневка" хуçалăхсенче таса мар вăрлăх нумай-ха. Çанталăк лайăх тăнă чух пур çĕрте те вăрлăха тасатса кондицие лартасчĕ. Шăпах çапла тăваççĕ те паян "Колос" тата "Восход" хуçалăхсенче. Ыттисен вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшмалла. Çакна та палăртмалла: "Малалла" КФХсăр пуçне, урăх пĕр фермер хуçалăхĕ те хăйсен вăрлăхне лабораторире тĕрĕслеттерме тăратман-ха.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 ноября 2006
00:00
Поделиться