Наркотик _ тăшман
НАРКОМАНИ _ хăрушă чир. Наркотика пĕр хут тутанса пăхсан, унран хăтăлма пĕре те çăмăл мар. Хăйĕн "аллисемпе" пăтранакан авăра сĕтĕрсе кĕрет. Вăл хушнă пек пурăнма пуçлатăн. Наркотикпа туслашрăн пулсан _ этем туйăмĕсем çинчен манатăр: юратма, савăнма, хурланма та пĕлместĕр. Наркотик тытăмне лекнĕ çыннăн пурнăçĕ романтика мар, кулленхи хăрушлăх, хăйне ыттисен умĕнче мĕскĕннĕн тытни, çынлăха çухатни палăрать. Самантлăх киленỹ илнĕшĕн тĕрлĕрен гепатит, ВИЧ инфекци çакланас хăрушлăх пур. "Анăç парни" ырри патне илсе çитерменни каламасăрах паллă. Чир куллен-кун нумайрах "апат" ыйтма пуçлать. Порошок дозине ỹстерсех тăмалла. Çавăнпа пĕрлех сывлăх хавшани палăрать. Чир вара пĕр шелсĕр шалтан-шала кĕрсе пырать. Наркомание пỹлес ĕçре ашшĕ-амăшĕ яваплăха туйни вырăнлă. Ачисен характерĕ улшăннине сиссенех иккĕленỹллĕ шухăшсем çуратмалла. Уйрăмах шкултан вĕренсе тухса хулана каякан ачасем пурнăçра тĕрĕс мар утăм тума пултараççĕ. Ирĕклĕхе туйса шурă порошок тыткăнне çакланаççĕ. Çавăнпа ача хăйне урăхларах тытма пуçларĕ пулсан, килтен укçа, хаклă япаласем çухалсан, шкула çỹресси çине алă сулсан, сирĕн ачăр наркомани енне ура ярса пусман-ши тесе шутласа пăхăр. Çакă пуçламăшĕ çеç пулма пултарать. Çамрăксене сăнасах тăтăр. Ал-ура çинче укол тунă паллăсем, сĕтел çинче трубка евĕр çавăрнă хут таткисем, порошоксем асăрхасан, шутласа тăмасăрах нарколог патне çул тытăр. Укçа-тенкĕсĕр наркотиксем туянаймăн. Чылай наркоман вара ниçта та ĕçлемест. Апла пулсан, вĕсен укçи те çук. Пĕрре наркотикпа усă курнă хыççăн черетлĕ доза кирлех. Укçасăр наркоманăн прступлени çулĕ çине тăма тивет. Наркомание пула мĕн чухлĕ çемье арканмасть-ши? Упăшкипе арăмĕ çак инкеке лекнĕ пулсан, çут тĕнчене чăлах ачасем çуралаççĕ. Вĕсен вара ĕмĕр тăршшĕпех ашшĕ-амăшĕн çăмăлт тайлăхĕшĕн асап курма тивет. Çамрăксене асăрхаттарса каласшăн: наркотика нихăçан та тутанса ан пăхăр!