Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕркуннехи бархат-шоу

 

ЯРĂСЛАВ клубĕн ертỹçи Валентина Тихонова ял-йыш валли тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах йĕркелет. Акă, нумаях пулмасть вăл "Кĕркуннехи бархат-шоу" ятпа çамрăксем тата аслă классенче вĕренекенсем хушшинче КВН ирттерчĕ. Хĕрсен командисем _ вĕсен йышĕнче Е. Кузьмина, М, Михайлова, А. Иванова, Е. Русская, Р. Куропаткина, Н. Давыдова, М. Петрова тата Л. Михайлова пулчĕç _ тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç. Конкурсанткăсем урасене михĕ тăхăнтартса чупассипе, çăнăх ăшĕнче конфета шыраса тупассипе, кĕвĕ май ташласа панулми çиессипе, залри каччăсемпе вальс юхăмĕнче çаврăнассипе, куçа тутăрпа çыхса, урайĕнчи тум-тире шыраса тупса тантăша тăхăнтартассипе, юрă-ташă ăсталăхне кăтартассипе, кĕр илемне мухтакан сăвă вулассипе вăй виçрĕç. Музыка тăхтавĕсем вăхăтĕнче С. Тихонова питĕ интереслĕ халап каласа пачĕ. А. Иванова вара хỹхĕм ташăпа савăнтарчĕ. Итогсене пĕтĕмлетсен КВНа хутшăннисем пĕрешкел очко пухни, командăсем хушшинче туслăх çĕнтерни палăрчĕ. Жюри председателĕ Е. Кузнецова хĕрсене парнесемпе чысларĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 ноября 2006
00:00
Поделиться