Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăçта каян, сар хĕр, каçа хирĕç?

 

ЖУРНАЛИСТ ĕçĕнче тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçма тивет. Лайăх хыпаршăн савăнатăн, чунĕсене ыраттарса, куççуль витĕр калаçнине итлесен хăвăн та чĕрỹ çунать. Çак историе мана урамра чарсах пĕр хĕрарăм каласа пачĕ. Хăйĕн вун саккăрти хĕрĕ йĕркерен тухса кайни çинчен йĕре-йĕре пĕлтерчĕ вăл. _ Мана пачах та итлемест, эпĕ асăрхаттарсан кăшкăрса çеç тăкать, - терĕ хĕрарăм. _ Ирпе иккĕре е унтан та каярах юлса киле таврăнма тытăнчĕ. Çывăрса кайсан пырса шăршласа пăхатăп та, эрех шăрши кỹ! перет. Наркотиксемпе çыхланасран тем пек хăратăп. Ĕнтĕ мĕн тумаллине те, камран пулăшу ыйтмаллине те пĕлместĕп. Ниçта та ĕçлемест, вĕренме те каясшăн мар. Пĕртен-пĕр ача вĕт-ха вăл манăн, чун тĕпренчĕкĕ... Амăшне йăпатса нимех те калаймарăм, хĕрĕпе чунтан калаçса пăхма сĕнтĕм çеç. "Больницăна илсе кайса тухтăрсене кăтарт, Шăмăршăра вăтанатăр пулсан Шупашкарах çитĕр, унта чаплă тухтăрсем нумай", - терĕм хĕрарăма. Воспитани ыйтăвĕ ĕмĕрех чи кăткăсси те чи йывăрри шутланнă, паян вăл тата та çивĕчрех тăрать. Пурнăç улшăннă май, ашшĕ-амăшĕсемпе ачисем хушшинчи хутшăнусем те кăткăсланчĕç. Ним пытармалли те çук: ачасене ытлашши ачашлама, йывăрлăхсенчен хỹтĕлеме тăрăшатпăр, вĕсем мĕн ыйтсан та туянса пама васкатпăр. "Ачаш ача ỹлĕмрен ашшĕ-амăшне лартсах йĕртĕ", - тенине мĕншĕн манатпăр-ши? Ваттисем пĕлмесĕр каламан пуль çакна. Çап-çамрăк хĕр ачасем çур çĕр иртичченех урамра çỹрени, сăра ĕçни е сигарет туртни, усал сăмахсемпе перкелешни паян никама та тĕлĕнтермест ĕнтĕ. Çак хĕр ачасем хăçан та пулин качча каяççĕ вĕт-ха, ача амăшĕ пулаççĕ. Хăйсен ачисене мĕнле воспитани парĕç-ши вĕсем? Улми йывăççинчен аяккарах ỹксен тем пекехчĕ те, анчах урăхла пулма та пултарать-çке. "Амăшне пăх та, хĕрне ил" темен-и-ха ваттисем? Воспитани ĕçĕ шкултан пуçланать, учительсен ашшĕ-амăшĕсемпе тачă çыхăнса, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле. Ашшĕ-амăшĕсен хăйсен ачисем ĕçе юратчĕр, сăпайлă пулччĕр, сывă пурнăç йĕркине тытса пыччĕр тесе тăрăшмалла. Паллах, ку тĕлĕшпе чăн малтан хăйсен ырă тĕслĕх кăтартмалла. Хальхи ачана пиçиххипе хĕнесе ăс параймастăн, ун пек тума саккун та чарать. Чуна уçса калаçса, çемçен те, хыттăн та сăмахласа чăн-чăн çын пулма вĕрентмелле. Хамăрăн ачасемпе çирĕпрех пулмалла, ытлашши ирĕке яни воспитани ĕçĕнче пысăк йăнăш патне илсе çитерме пултарать. 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 ноября 2006
00:00
Поделиться