ЮЛНĂ ĔÇ ÇИНЕ ЮР ÇĂВАТЬ
Октябрь уйăхĕ те вĕçленсе пырать. Юлашки эрнере кунсем ăшă тăчĕç пулин те, хĕл çитесси таçта аякра мар ĕнтĕ. Юр та çăвĕ, çил-тăман та вĕçтерĕ, шартлама сивĕсем те çан-çурăма çỹçентерĕç. Уй-хирти ĕçсем вĕçленчĕç пулин те, ял çыннине кану пирки шутлама иртерех-ха. Чи пысăк ĕç _ ял хуçалăх техникине тасатса-çуса хĕл вали упрама лартасси, лайăх çанталăкра юсав ĕçĕсене пуçăнасси. Мĕнлерех лару-тăру-ха ку тĕлĕшпе районти хуçалăхсенче? Çакна тĕплĕнрех пĕлес тесе эпир техника паркĕсенче пулса куртăмăр.
1. ВАТТИ ТĂВАТТА ТĂРАТЬ
Василий Михайлович Антонов _ çамрăк çын мар, утмăл тăваттăра пырать. Хĕрĕх пилĕк çул хушши техника патĕнче ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва кайнă пулин те, "Восход" кооператив ертỹçисем ăна тархасласах ĕçе чĕннĕ. Техника картишĕн заведующийĕ вăл, уй-хирте ĕçлекен мĕнпур ял хуçалăх машинисен хуçи. _ Хуçи те, хуралçи те хамах, - йăл! кулса илчĕ В.Антонов. _ Пăхсах тăмасан, техника пайĕсене тата кустăрмасене сỹтсе кайма та пултараççĕ. Çынсем халь ĕлĕкхи пек мар, кукăр алăллисем йышлăланчĕç. В.Морозов тĕп инженерпа иккĕшĕ пире ретĕн-ретĕн лартса тухнă ял хуçалăх машинисене кăтартса çỹрерĕç. Вĕсене хĕл валли упрама ГОСТ требованийĕсене шута илсе лартнă. Тутăхакан пайсене çу сĕрнĕ, кустăрмасене шуратнă. Комбайнсене питĕрĕнсе тăракан сарайра упраççĕ. _ Эпир юсав ĕçĕсене те пуçăнтăмăр ĕнтĕ, - пĕлтерчĕ В.Антонов. _ Виççĕн ĕçлетпĕр _ Валерий Ухтияров слесарь-токарь, Александр Кулаков сварщик тата эпĕ. Культиваторсем хатĕр, халĕ сеялкăсене юсатпăр. Иккĕмĕш бригадăра та виçĕ культиватора мастерскойне кĕртнĕ, юсама пуçăнайман-ха.
2. ВЫРМА ПАТТĂРĔСЕМ
УЛТĂ комбайн "Восход" кооперативăн, вырмана пиллĕкĕшĕ хутшăннă. В.Морозов тĕп инженер Н.Краснов, А.Юнкеров, В.Курносов, В.Бакланов, В.Воробьев комбайнерсен, П.Воробьевпа А.Бакланов жатка машинисчĕсен, КПС-5 агрегатпа ĕçленĕ Ю.Юнкеров тата В.Исаев, В.Мутов, А.Козлов водительсен ячĕсене ырласа асăнчĕ. В.Васильев, В.Буранов тата Н.Степанов трактористсем те хастар ĕçленĕ. _ Тем пек хирсене сухаласа хăварасшăнччĕ, солярка çук, - пăшăрханаççĕ механизаторсем. _ Кĕрхи çĕртме туман тата тислĕк тăкман çĕр çинче килес çул вăйлă тыр-пул пухса кĕртес шанăç сахал. Тырă çителĕксĕрри кăçал та палăрать: выльăхсем валли тырă фуражĕ çур хĕл валли çеç хатĕрленĕ. Кооператив членĕсене те ĕçленĕшĕн нумай валеçеймеççĕ. Ертỹçĕсем улшăнса тăни те хуçалăх экономикине хытă хавшатнă, парăмсем нумай пуçтарăнса кайнă. Ял ĕçченĕсем йывăрлăхран мĕнле тухмаллине те пĕлмеççĕ, çапах та кооператива салатмалла мар тесе шутлаççĕ. Çĕнĕ ертỹçĕ вăй çитерсе экономикăна тĕреклетме тăрăшсан тем пекехчĕ.
3. "ÇАНТАЛĂК МАЙ ПАРСАН, СУХАЛАТПĂР-ХА"
"Искра" кооператив председателĕ М.Хамдеев каçхи нарядра гусеницăллă тракторсене пурне те кĕрхи çĕртме тунă çĕре хутшăнтарма хушнă. _ Кĕркуннехи япăх суха та çурхи сухаран лайăхрах, - терĕ çур ĕмĕр ытла механизаторта ĕçлекен М.Скворцов. _ Çанталăк май парсан, сухаласчĕ-ха. Топливо пур чухне тракторсене ахаль лартни _ çылăх. Михаил Иванович тивĕçлĕ канăва кайнăранпа чылай çул иртнĕ ĕнтĕ, апла пулин те хуçалăх ĕçне хутшăнма пăрахман. Çу кунĕсенче кăçал та тракторпа ĕçленĕ. Халĕ, акă, хăй пекех ватă В.Кузнецовпа пĕрле ял хуçалăх машинисене хĕл валли упрама лартнă çĕрте тăрăшать. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ М.Ибетуллов çывăх кунсенче техникăна юсама пуçăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Чи маттур механизаторсене _ В.Скворцова, Ю.Балянина, М.Тепитова, Э.Багаутдинова, А.Матвеева, А.Мурзабаева, Р.Алеева тата ыттисене хаçатра ырласа çырма ыйтрĕ. В.Скворцов, акă, вырмара комбайнпа ĕçленĕ. Тыр-пула пухса кĕртсенех ДТ-75 трактор çинее ларнă, вуншар гектар суха тунă. А.Мурзабаев виçĕ сеялкăллă агрегатпа кĕр тыррисене акнă, Р.Алеев Т-150 тракторпа çĕр хатĕрленĕ. Хуçалăхра техникăна упрама лартас ĕç вĕçленнĕпе пĕрех, картишне тирпейлесси çеç юлнă. Çак кун эпир "Мир" хуçалăхра та пулса куртăмăр. Кỹршĕсемпе танлаштарсан, кунта ĕçлемелли пайтах-ха. Техника паркĕн территорийĕнче те йĕрке тумалла, юрăхсăр тимĕр-тăмăра пĕр çĕре пуçтармалла. "Юлнă ĕç çине юр çăвать", - тесе каланă ваттисем. Çакна асра тытасчĕ палтиелсен.