Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Владимир Шуряков _ Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен призерĕ

Патăрьелĕнчи Федор Моисеев иртнĕ ĕмĕрти 60-70-мĕш çулсенче кире пуканĕсем çĕклес тĕлĕшпе нумай хутчен Раççейри ăмăртусен призерĕ, республика чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă. Шел, чаплă спортсмен пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Чемпион вилнĕ хыççăн, унăн пысăк спортри çитĕнĕвĕсене сума хурса, пирĕн республикăра çуллен кире пуканĕсем çĕклекенсен турнирне йĕркелеççĕ (кăçал 18-мĕш хут). Çак кунсенче СССР спорт мастерне Федор Моисеева асăнса Патăрьел ялĕнче Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн турнирĕ иртнĕ. Унта пирĕнпе кỹршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчен килнĕ спортсменсем йышлăн хутшăннă. Ăмăртура Шăмăршăри М.Денисов урамĕнче пурăнакан Владимир Шуряков та вăй виçнĕ. 24-шар килограмлă кире пуканĕсене икĕ алăпа пĕр харăс йăтса илсе тата пукана сылтăм, сулахай алăсемпе ылмаштарса çĕклесе вăл пурĕ 95 очко пухнă, 40 çултан аслăрах спорт ветеранĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Судьясен коллегийĕ пирĕн ентеше кĕмĕл медальпе тата укçа призĕпе чысланă. Пĕтĕм Раççейри ăмăртусен призерĕ пулса тăнă ятпа Владимир Шурякова пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, спортра малашне те пысăк çитĕнỹсем сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 октября 2006
00:00
Поделиться