Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тĕлĕнчĕç те, ăмсанчĕç те...

 

РАЙОНТИ лару-тăрăва тĕплĕн пĕлмен çынсенчен: "фермăсем юхăнчĕç, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тĕп пулчĕ", - тенине те илтме пулать. Анчах чăнлăх пачах та урăхла иккен: районта çĕнĕ фермăсем те уçăлаççĕ, вĕсене хальхи ыйтусене тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтараççĕ, ăратлă выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ. Çакăн пек хуçалăхсенчен пĕри _ "Исток" ООО. Васанти уйрăмра кăçал икĕ вите хута янă, "хура-ула" тата "красногорбатовская" ăратлă ĕнесемпе пăрусем туяннă. Витесене туллин механизациленĕ, çак кунсенче кăна-ха Данире туса кăларнă молокопровод вырнаçтарнă. Çывăх вăхăтрах 800 пин тенкĕ тăракан кормосмеситель туянасшăн. "Исток" хуçалăх "советский тяжеловоз" ăратлă лашасем те ĕрчетет, Хайпăлара ятарласах вите тунă. Хальлĕхе унта 32 лаша, çав шутра таса ăратлă кĕсресем _ 12. Лашасен йышне ỹстерсе, кунта ферма уçасшăн. Çак тата ытти çĕнĕлĕхсене курса тĕлĕнчĕç кĕçнерни кун ирпе ирех районти семинара хутшăннисем. Семинар ĕçне ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе фермер хуçалăхĕсене ертсе пыракансем, килти хушма хуçалăхсен хуçисем хутшăнчĕç. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, семинар ĕçне ертсе пынă май, наци проекчĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарнă çĕрте витĕмлĕ вăй пулнине палăртрĕ. Тăрăшакансене, ĕçшĕн çунакансене патшалăх нумай пулăшать. Семинара хутшăннисем "Миха" фермер хуçалăхĕнче те (ертỹçи _ Г.М.Егорова) пулса курчĕç, кăçал тунă сысна тата пăру витисене, ĕне сăвакан çĕнĕ оборудование курса савăнчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 октября 2006
00:00
Поделиться