Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Патриотла воспитани çăл куçĕ

 РАЙОНТИ çар комиссариачĕ 1938 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче Мускав çар округĕн штабĕн 422-мĕш номерлĕ хушăвĕпе йĕркеленнĕ. Çак çулах, октябрĕн 7-мĕшĕнче, çар комиссариачĕн пĕрремĕш пайĕн начальникĕ пулса А.В.Тугаев ĕçлеме пуçланă. Районти пĕрремĕш çар комиссарĕ вара Н.Косойкин пулнă, вăл ку тивĕçе 1939 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа 1940 çулхи январĕн 6-мĕшĕччен пурнăçланă. Çар комиссариачĕн 4 пỹлĕмлĕ йывăç çурчĕ халĕ район хаçачĕн редакцийĕн çурчĕ пулнă вырăнта вырнаçнăччĕ. Кунтах сарайсем, лаша вити те пулнă. 1963 çул пуçламăшĕччен, Шăмăршăпа Патăрьел районĕсене пĕрлештериччен, çакăнтах ĕçленĕ вăл. Малтанласа ку вырăнта, 1930-1933 çулсенче, ветеринари çурчĕ вырнаçни те паллă. Кайран вăл çунса кайнă. Юнашарах "Труженик" колхозăн кирпĕч завочĕ пулнă. Н.Косойкин хыççăн районта çар комиссарĕсем камсем пулнă-ха? Вĕсене тупса палăртма та май килчĕ. Акă вĕсем: Д.Кисетов аслă политрук (6.01,1940-28.03.1941), Горбунов аслă политрук (28.03.1941-1.07.1942), Малашков техник-интендант (1.07.1942-27.03.1944), Петров капитан (7.04.1944-17.11.1945), В.Г.Чекрагин майор (17.11.1945-3.07.1950), И.И.Иванов подполковник (3.07.1950-1.12.1950), И.И.Белявский майор (1.12.1955-8.10.1959), П.И.Мухин майор (8.10.1959-3.03.1963), И.И.Белявский майор (27.01.1969-30.11.1973), Н.О.Михайлов майор (28.12.1973-18.11.1977), В.П.Петров капитан (18.11.1977-22.09.1980), Н.Е.Степанов майор (9.08.1982-20.08.1990), В.И.Матвеев подполковник (12.04.1991-15.05.1997), В.М.Степанов подполковник (15.05.1997-16.10.2002), В.И.Шаринкин подполковник (25.10.2002-11.06.2004), В.В.Звонков майор (23.08.2004-16.06.2005). Хальхи вăхăтра çар комиссарĕ _ А.А.Маурин подполковник. 1969 çулта çар комиссариачĕ Патăрьелĕнчен каялла Шăмăрша куçнă. Унăн хальхи çурчĕ вырăнĕнче хăна çурчĕ вырнаçнă пулнă. Кайран çурта пĕрре кăна мар çĕнетнĕ. Эпĕ ас тăвасса кунта парикмахерски тата фотоателье ĕçлетчĕç, Пичет киоскĕ пурччĕ. Инçех мар Канаша çỹрекен маршрутлă грузотакси çине билетсем сутакан çурт та пулнă. Паян çар комиссариатĕнче тĕрлĕ должноçсенче 21 çын вăй хурать, вăл шутран 9-ĕшĕ _ хĕрарăмсем. Кунта маларах нумай çул ĕçленĕ специалистсенчен чылайăшĕ халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Вĕсене те асăнса хăвармаллах пулĕ: А.Н.Воронцов (Шăмăршă), Н.И.Давыдов (Çĕнĕ Шăмăршă), З.А.Петрова (Шăмăршă) шут ĕçченĕсем. Вăрттăн пай начальникĕсем çаксем: З.Н.Захарова (Шăмăршă), Р.А.Морозова (Шăмăршă), Г.В.Юманова. Пĕрремĕш уйрăм начальникĕн пулăшуçи пулса нумай çул Н.В.Павлов, А.А.Воронцова, Н.А.Павлова ĕçленĕ. Çавăн пекех, аслă прапорщик В.В.Денисов 25 çул иккĕмĕш пай начальникĕ пулнă, запаса тухнă хыççăн тăваттăмĕш çул аслă помощникра вăй хурать. Фельдшер пулса Н.П.Елкина вунă çул тăрăшнă. Водитель пулса вăрах вăхăт В.Ф.Иванов ĕçленĕ, ăна В.Н.Хураськин ылмаштарнă. Ĕлĕкрех вăтам шкулсенче пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн предмечĕ пурччĕ, ăна военруксем вĕрентетчĕç. Ку ĕçре, сăмахран, Шăмăршă шкулĕнче Н.Н.Стефинов, Л.В.Еливанов, М.И.Соргин, Ю.И.Галкин, Васан шкулĕнче Н.А.Архипов нумай çул ĕçленине палăртса хăвармалла. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем пулса иртеççĕ. Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин 2006 çулхи майăн 6-мĕшĕнчи, Атăл Çи çар округĕн командующийĕн июнĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕсемпе, Чăваш Республикин çар комиссарĕн июлĕн 7-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи декабрь вĕçĕнче Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен çар комиссариачĕсене пĕрлештерме йышăннă. Малашне ирĕксĕрех Патăрьелне çỹреме тивĕ. Шел...



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 октября 2006
00:00
Поделиться