Ĕçре туптаннă телей _ чи хакли
ЫРĂ çынпа тĕл пулса калаçсан чун савăнать, пĕтĕм кăмăл çĕкленет. Татах та татах калаçас та калаçас килет. Патирекре пурăнакан Салих Хазянзянович Хамдеевпа та кун каçиччен сăмахласа ларма пулать. Утмăла çитнĕ арçын паян та каччă пекех вăр-вар та çăмăллăн тыткалать хăйне, йывăрлăхпа ватлăх çинчен калаçасшăн та мар. Чунĕпе ватăлмасть-ха вăл. Кун-çул уттинче вара темĕн те пулнă Салих Хасянзяновичăн: кулянмалли те, савăнмалли те... Паллах, савăнăçĕ нумайрах пулнă ĕнтĕ. Чи пысăкки вара _ ĕçре тупнă телей. Ахальтен каламаççĕ вĕт ĕç çынна илем кỹрет тесе. Ỹркенмесен кăна кулленхи пурнăçра ăнăçăвĕ те, çитĕнĕвĕ те пулатех. Çакна С. Хамдеев тахçанах ăнланса, чунĕпе туйса илнĕ. Çемйишĕн çирĕп тĕрек вăл. Икĕ ывăлĕпе мăшăрĕ, Наиле аппа, чунтанах юратаççĕ те хисеплеççĕ ăна. Унпа чăннипех мухтанаççĕ вĕсем. Ашшĕ те ăшшăн çеç аса илчĕ мăшăрĕпе ывăлĕсем пирки. Асли _ Разым _ Хусанта васкавлă пулăшу уйрăмĕн тухтăрĕнче вăй хурать. Çемье çавăрнă, виçĕ çулхи тĕпренчĕкне ура çине тăратассишĕн тĕпĕртетсе çеç çỹрет. Кĕçĕнни вара _ Рафис _ хамăр районти шалти ĕçсен пайĕнче следовательте тăрăшать. Вăл та мăшăрĕпе пĕр ача çитĕнтерет. С. Хамдеев хăйĕн пурнăçне тăван колхозпа, ялпа çыхăнтарнă. Çичĕ класс пĕтерсен "Искра" хуçалăхра унăн ĕç кĕнекине уçнă. Çап-çамрăк ача ыттисемпе пĕрле уй-хире лашапа торф турттарнă, утă çулнă, улăм пуçтарнă. Аслисенчен юлас мар тесе ларса-тăма пĕлмесĕр ĕçленĕ. 1964 çулта вара районти çар комиссариачĕ ăна водителе вĕренме янă. Питĕ хĕпĕртенĕ çакăншăн Салих Хасянзянович. Ара, малашне вăл лаша тилхепине мар, хăватлă машина рульне тытса çỹрет-çке. Кĕрнеклĕ çитĕннĕ каччăн кĕçех çара кайма та ят тухать.Виçĕ çуллăха тăванĕсемпе, ял-йышпа сыв пуллашать. Çар тивĕçне Германире пурнăçлать. Салтак тум-тирне хывсан каллех тăван колхозра вăй хума тытăнать. 35 çул руль умĕнче ирттерет вăл. Тăван колхоза аталантарассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр, çумăр-тăманне, шартлама сиввипе шăрăхне уямасăр чуптарнă та чуптарнă машинăна. Каярахпа вара ăна колхозри складсене шанса параççĕ. Кунта та унăн çирĕп йĕрке, тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. С. Хамдеевăн тăрăшуллăхне колхозра та, районта та курсах тăнă, ун ĕçне тивĕçлипе хакланă. Тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе парнесен шутне те пĕлсе çитерейместĕн унăнне. Виçĕ медаль те пур унăн. Вĕсем хушшинче вара чи хакли _ "Ĕç мухтавĕн" виççĕмĕш степеньлĕ орденĕ. Ăна 1986 çулта ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн илме тивĕç пулнă. Кил-хуçалăхĕ те тĕреклĕ Хамдеевсен. Халĕ вĕсем мăшăрĕпе кăна пурăнаççĕ. Апла пулсан та картиш тулли выльăх-чĕрлĕх (икĕ ĕне, икĕ пăру, лаша, сурăхсем), хур-кăвакал усраççĕ. Ĕçлеме хăнăхнă çыннăн алă усса ларас килместех ĕнтĕ. Çакна С. Хамдеева тĕслĕх вырăнне хурса ĕненме пулать. Сывлăхпа татах та нумай çул пурăнмалла пултăр сирĕн, Салих Хасянзянович, телейпе савăнăç сирĕн çумран ан кайтăр.