Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ватлăхра та çамрăк чун

 

ÇУТ ÇАНТАЛĂКĂН чи илемлĕ вăхăтĕнче _ ылтăн кĕркунне çуралнă Ольга Пантелеймоновна Поликарпова. Колхозникăн йышлă çемйинче ỹссе çитĕннĕ вăл. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен, хĕрача çурма тăлăха тăрса юлнă. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсем унăн пурнăçĕнче нихăçан манăçми çырăнса юлнă: тем те курнă, тем те тỹснĕ _ пĕрех пуçне усман. Унăн шăпи _ вăл вăхăтри пиншер çын шăпи. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă Улька. Малалла вĕренес шухăшĕ те пулнă унăн, анчах пурнăç условийĕсем ĕмĕте пурнăçа кĕртме май паман. Карапай Шăмăршăри медпунктра ĕçлеме тытăннă çамрăк хĕр. Вăтăр çул ытла _ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех юратнă ĕçрен уйрăлман вăл. Паллах, ун чухне ĕç условийĕсем çăмăл пулман. Хальхи пек çут çанталăк газĕ те пулман вăл вăхăтра _ хăйĕнех вутă татса кăмака хутма тивнĕ. Мĕн чухлĕ шыв йăтма тивнĕ тата? Çамрăк-çамрăках: ку тапхăрта яш-кĕрĕмрен юрату тени те пăрăнса иртмест. Ĕçчен хĕре ялти маттур каччă Иван Поликарпов куç хывнă та туслă çыхăну 1959 çулта çемье çавăрнипе вĕçленнĕ. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем, пурне те аслă шкултан вĕренсе тухма май панă. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Поликарповсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă. Халĕ Улька аппан мăнукĕсем те аслă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухаççĕ. Карапай Шăмăршăра Поликарповсен çемйи _ чи лайăххисенчен пĕри. Ялта ырăпа çеç асăнаççĕ вĕсене, лайăх тĕслĕх вырăнне хураççĕ. Çирĕп хуçалăх тытса пыраççĕ вĕсем, йышлă выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ. Çак кунсенче ялти хисеплĕ çын _ Ольга Пантелеймоновна Поликарпова хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Пĕтĕм ял-йыш саламларĕ ăна. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир те Улька аппана. Чунпа яланах çамрăк пулăр!



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 октября 2006
00:00
Поделиться