Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Г.С.Измайлова асăнса _ шашка турнирĕ

 

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА çуралса ỹснĕ Г. С. Измайлов чылай çул хушши Киров ячĕллĕ хуçалăхĕн тĕп агрономĕ пулса ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçне пĕлсе туса пынăшăн, ял ĕçченĕсем хушшинче хăйне яланах сăпай тытнăшăн ăна ял-йыш пысăк хисепе хунă. Районти "Сельхозхими" пĕрлешĕве те пултаруллăн ертсе пынă Геннадий Семенович. Шел, питĕ кĕске пулнă унăн ĕмĕрĕ, йывăр чире пула вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ вăл. Г. Измайлова ял-йыш асрах тытать, ырăпа асăнать. Акă, çак кунсенче Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ ăна асăнса шашкăлла вылякансен турнирне йĕркелерĕ. Пурĕ çирĕм çын вăй виçрĕ ялти Культура çуртĕнче. Турнир питĕ интереслĕ иртрĕ. Г. Елисеев пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.В. Денисовпа О. Карпов иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсем хаклă парнесене тивĕçрĕç. Мероприяти ирттерме спонсор пулăшăвĕ панăшăн ял çыннисем вăрман хуçалăхĕн директорне В.А. Петькова пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕç.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 октября 2006
00:00
Поделиться