Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул пулать, епле чаплă тата!

ПАШЬЕЛ лесничествинчен иртрĕмĕр кăна, умлă-хыçлăн пыракан УАЗ автомашинăсем чарăнчĕç. "Передока хута ямасăр малалла каяймастпăр", - терĕ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Путăк-шăтăклă, шыв кỹленчĕкĕсемлĕ вăрман çулĕпе УАЗпа та çỹреме çăмăл мар. "Ломка" текен вырăна çитиччен чылай вăхăт иртрĕ. Ас тăватăп-ха, çитмĕлмĕш çулсенче çак çулпа Суйкăн-Эйпеç колхозĕсем Шăмăршăри завода сĕт турттаратчĕç. Мĕн чухлĕ нушаланнă-ши шоферсемпе трактористсем! Хамăр районти Пашьел-Чукал çыннисем те Суйкăна е Эйпеçе каймалла пулсан сăхсăхмасăр çула тухман пулĕ. Техника çĕмĕрĕлсе ларма Турă ан хуштăрах! _ Çитес çул кунта çатма пек такăр çул пулĕ! - çирĕппĕн каларĕ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. _ Чăваш Республикин правительстви, Н.В.Федоров Президентăн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указне тĕпе хурса, Шăмăршă-Суйкăн çула тăвасси çинчен йышăну кăларчĕ. Çак çул "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕпе Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн çĕрĕсем витĕр иртмелле. Таксаторсемпе геологсем çул пулмалли вырăна тĕпчеме çу кунĕсенчех пуçăннă, сакăр километр ытла çула тума халь тесен халь пуçăнма юрать. Пĕтĕмпе вара 17 километр ытла çул тумалла. Карттă çине пăхсан, вăрманти темиçе квартал витĕр иртекен çул кĕтỹç пушши пек авкаланса выртать. Çул тăвакансен çырмасемпе шурлăхсем урлă иртме те тивет, айлăмсене тикĕслемелле те пулĕ. Халĕ чи йывăрри _ çул тума документсем хатĕрлесе çитересси. Çак ыйтăва Шупашкарта та, Мускава çитсе те татса памалла. Уйрăмах "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн çĕрĕсем пирки ĕç тăсăлма пултарать. Çапах та ытлашши пăшăрханса ỹкме кирлĕ мар: Чăваш Республикин Президенчĕн Мускавра та авторитечĕ пысăк пулнине шута илсен, хут ыйтăвĕсене татса пама пулатех. Çакна пирĕнпе пĕрле инçе çула тухнă хăнасем те _ Чăваш Республикин хула строительствипе обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министрĕ А.И.Гончаровпа унăн çумĕ А.И.Лепилин, "Гипроводхоз" ОАО генеральнăй директорĕ И.А.Алексеев, "Чăваш автодор" ГУП генеральнăй директорĕ В.М.Осипов, республикăри çут çанталăкпа усă курас тата ăна хỹтĕлес енĕпе ĕçлекен яваплă çынсем те палăртрĕç. Вĕсем пулас çула карттă тăрăх та, пылчăклă çулпа утса та тишкерчĕç, проект тăвакансен ĕçне ырларĕç. Шăмăршă - Суйкăн çула тусан, Пашьелпе Асанкасси витĕр иртекен çулсене те тĕпрен юсаса анлăлатма май килĕ. Район территорийĕнче республика пĕлтерĕшлĕ çулсем пулни пур енчен те лайăххи тỹрех курăнать. Вăрман енчи çынсене савăнтармалли тепĕр хыпар _ килес çул Шăмăршă - Баскак çула тума палăртни. Шăмăршă - Суйкăн çул çинче вара кăçалах ĕç пуçланмалла: 3 километра çĕр хăпартса, хăйăрпа чул сармалла. Çак икĕ çул валли правительство 130 миллион тенкĕ уйăрса парать. Килес çул пурнăçламалли ĕçсем тата та пур: Канаш паççулккинчен Пăва - Çĕпрел трассăна çити асфальт сарнă çул тумалла. Анат Чаткас _ Хĕрлĕ Васан çула тăвассине те тепĕр çул вĕçлеме палăртнă. Çапла вара, 2007 çула районта Пĕчĕк ялсен çулталăкĕ тесе те калама пулать: Канашпа Хĕрлĕ Васан паççулккисене те, Баскака çити те шанчăклă çул хывăнĕ. Пирĕн енчи халăх вуншар çул ĕмĕтленни тинех пурнăçланĕ. Çул тăвас ĕçре Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ К.И.Косачев та, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне хамăр суйланă В.Ф.Ермолаевпа А.В.Максимов депутатсем те пулăшма шантараççĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Шупашкартан килнисем умĕнче çирĕппĕнех çапла каларĕ: _ Шăмăршăсем халиччен ята яман, малашне те мĕн палăртнине вăхăтра та лайăх пахалăхпа пурнăçа кĕртĕпĕр. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ вара истори пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕçсем çинчен çырсах тăрĕ, пулас ăрусем эпир нушаллă çулсенчен мĕнле хăтăлни пирки хаçат тĕркисене уçса паллашма пултарĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 октября 2006
00:00
Поделиться