Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

РАЙОНТИ САНИТАРИПЕ ЭПИДЕМИОЛОГИЛЛЕ ЛАРУ-ТĂРУ ÇИНЧЕН

 

КĂÇАЛ 9 уйăхра районта 335 инфекцилле тата паразитлă чир-чĕре регистрациленĕ. 2005 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан, ку вăл 37,3 процент чухлĕ сахалрах. Уйрăммăн пăхсан, ОРВИ тата грипп чирĕсемпе чирлесси 54,5 процент, хĕрлĕ шатрапа чирлесси 20 хут чакнă. Пĕтĕмĕшле илсен, районти эпидемиологи тĕлĕшĕнчи лее-тăрăва йĕркеллĕ темелле. Чирлесе ирттернисен йышĕн 48,9 проценчĕ _ 17 çул таранчченхи ачасем (пĕлтĕр çак тапхăрта _ 39,6 процент). Инфекципе паразитла чир-чĕрсен структуринче ОРВИ тата грипп чирĕсем _ 69,5 процент, социаллă сăлтавлă инфекцисем _ 14,3, вар-хырăмри çивĕч инфекцисем _ 5,6, паразитла инфекцисем _ 3,5, вируслă гепатитсем _ 2,6, сывлăш урлă ерекен инфекцисем 1,4 процент йышăнаççĕ. Уйрăммăн пăхсан, вар-хырăмăн çивĕч инфекцийĕсемпе чирлесси 4,8 хут пĕчĕкленнĕ. Юнлă варвиттипе чирленĕ тĕслĕхсем пĕлтĕр те, кăçал та пулман. Вăраха кайнă гепатит чирĕсене пĕлтĕр регистрацилемен. Кăçал çакнашкал 4 факта шута илни гепатит инфекцийĕсене тупса палăртас ĕç лайăхланнине çирĕплетет. Кăçал эпидпаротитпа чирленĕ 5 тĕслĕхе регистрациленĕ (пĕлтĕр _ 2). Хĕрлĕ шатрапа чирленĕ тĕслĕхсем пулман. Социаллă сăлтавлă инфекцисенчен гонорейăпа чирленĕ 2 тĕслĕхе регистрациленĕ. Çав вăхăтрах кĕçĕ (чесотка) чирĕпе чирлесси 41 (!) процент чухлĕ ỹссе кайни чăннипех те пăшăрхантарать. Çак факт ялсенчи медицина работникĕсене кĕçĕ чирĕпе çине тăрса кĕрешме хистет. лее , кĕçĕ ернĕ çемьесенче те тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Чирпе кĕрешессинче медицина ĕçченĕсемпе канашламалла. Туберкулезпа чирлисен йышĕ пĕр шайрах юлнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал йытăсем çыртнă тĕслĕхсем 22,6 процент чухлĕ чакнă (21 факт). Энтеробиозпа чирлесси 1,3 хут пĕчĕкленнĕ. Описторхозпа чирленĕ пĕртен-пĕр тĕслĕх описторхис личинкипе чирленĕ карп йышши пулă çинипе çыхăннă. Пăсăлнă апат-çимĕçе пула ушкăнпа наркăмăшланнă фактсем çук. Районти ача сачĕсенче, шкулсенче тĕрĕслевсем ирттернĕ вăхăтра кăçал пыйтă чирне (педикулез) тупса палăртман. Санитарипе химилле кăтартусем гигиена нормативĕсене мĕнлерех тивĕçтернине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе кăçалхи 9 уйăхра централизациленĕ майпа шыв парса тăракан вырăнсенчен 111 проба илсе тĕрĕсленĕ. 10 проба гигиена нормативĕсене тивĕçтерменни палăрнă (2005 çулта тĕпченĕ пробăсем пурте нормативсемпе килĕшỹллĕн пулнă). Ведомство шыв пăрăхĕсенчен илнĕ 71 пробăран 11-шĕ стандарта тивĕçтермен. Коммуналлă хуçалăх шыв пăрăхĕсенчен илнĕ 19 пробăран пĕри требованисене тивĕçтерменни лее а. Шахтăллă пусăсенчен 61 проба илсе пăхнă, вĕсенчен 9,8 проценчĕ гигиена нормативĕсемпе килĕшỹллĕ тăман. Микробиологилле кăтартусене тĕпчесе пурĕ 80 проба тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте гигиена нормативĕсене тивĕç лее а палăрнă. Коммуналлă хуçалăхăн шыв пăрăхĕнчен 25 проба, ведомство шыв пăрăхĕнчен 42 проба илсе тĕпченĕ. 4 проба нормативсемпе килĕшỹллĕ пулман. Шахтăллă пусăсенчен илсе пăхнă пробăсем (48) кăçал та, пĕлтĕр те гигиена нормативĕсене тивĕçтернине палăртмалла. Апат-çимĕç продукчĕсенчен илсе пăхнă 92 пробăран пурте санитарипе химилле кăтартусен гигиена нормативĕсене тивĕç лее а лее а. Микробиологилле кăтартусене тĕпчесе 64 проба илнĕ. Вĕсем те нормативсене тивĕç лее а палăрнă. лее арии законодательствине пăхăнманшăн кăçалхи 9 уйăхра 59 постановлени кăларнă. Штрафсен пĕтĕмĕшле сумми 82 пин тенкĕпе танлашать. Пĕр штрафăн вăтам сумми 1383 тенкĕ пулнă. Районти суда пурĕ 13 материал тăратнă, вĕсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 октября 2006
00:00
Поделиться