Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЕШЕРĔÇ ÇАМРĂК ЙЫВĂÇСЕМ

ЙЫВĂÇСЕМПЕ тĕмсем лартмалли кĕркуннехи уйăхлăха районти çĕршер çын хутшăнать. Район центрĕнче те, ялсенче те йывăçсемпе тĕмсем нумай лартнă, унччен лартнисене çĕнетнĕ. Иртнĕ эрне кун, акă, ĕç коллективĕсем ипподром çумĕнчи кану вырăнĕнче, свалка йĕри-таврашĕнче, Мир аллейине тата çырмасемпе çулсем хĕррине йывăçсем лартса хăварчĕç. Шăмăршăри К.Маркс урамĕнче пилешсем, Кĕçĕн Хырла çырми хĕррипе çĕмĕртсем лартнă. Йывăçсемпе тĕмсем лартма шкул ачисем уйрăмах хастар хутшăннине палăртмалла. Район администрацийĕн экономика пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ-экологĕ Виталий Давыдов пĕлтернĕ тăрăх, уйăхлăх пуçланнăранпа районта 15 пин тĕп ытла йывăçпа тĕм лартса хăварнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 октября 2006
00:00
Поделиться