Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ДЕПУТАТ ПАРНИ

 

 "ХĂЙĔН сăмахне çирĕп тытакан çын!" - çапла каларĕç Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Ермолаев пирки Хайпăла ялĕнче пурăнакансем. Çак кунсенче кăна-ха депутат тăрăшнипе ялти çĕнĕ клуб валли пĕр автомашина (пурĕ 118 вырăнлă) креслăсем тиесе килнĕ. Чăнах та, сĕтел-пукан çĕнех мар, анчах усă курма юрăхлă. Хайпăла клубĕнче вĕсен "пурнăçĕ" тата темиçе çула тăсăлĕ, тирпейлĕ тытсан, çĕннинчен те ирттерĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 октября 2006
00:00
Поделиться