Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"АН ÇЫВĂРĂР, АПАТ АН ÇИЙĔР _ ХАÇАТА КĂЛАРМАЛЛАХ",- ТЕТЧĔ...

 

1974 ÇУЛХИ ылтăн кĕркуннеччĕ ун чух. Эпĕ, Шăмăршă районĕн хаçатне ĕçе кĕме килнĕскер, редактор пỹлĕмĕ умĕнче шикленсе тăратăп. Акă, алăка хуллен çеç шаккарăм та, шалтан: "Кĕрĕр!" тенине илтсен, малалла иртрĕм. Пỹлĕмре çăра тĕтĕм йăсăрланать, чỹрече форточкине те пулин уçман хăть! Сĕтел хушшинче пирус мăкăрлантарса туллирех ỹт-пỹллĕ, кăвакарнă çỹçлĕ куçлăхлă арçын ларать. _ Кам пултăн-ха эс? - тỹрех ыйтрĕ манран арçын. _ Саландаев апла, Упи йĕкĕчĕ? Çакăн пек çăмăллăн паллашрăмăр К.С.Смирнов редакторпа. Вăл мана корреспондент пулма ĕçе илесси, ĕç укçи уйăхне 115 тенкĕ тата лайăх çырсан гонорар та тỹлесси çинчен пĕлтерчĕ. _ Кузьма Семенович, хваттер тупма çук-ши? - хăюлăх çитерсе ыйтрăм эпĕ. _ Хваттер _ ĕç вырăнĕнче! - лăх-лăх кулса илчĕ редактор. "Ĕç вырăнĕнче" тени ĕç пỹлĕмĕнчех выртса тăмаллине пĕлтернĕ иккен. Çапла пилĕк çул ытла редакцирех çывăрса пурăнтăм. Çынсем ĕçе киличчен вырăна тирпейлеме, çăвăнма-хырăнма тата апат çиме те ĕлкĕреттĕмччĕ. Çамрăк пулнă, аптăраман. К.С.Смирнов редактор пултаруллă коллектив чăмăртанăччĕ. Редактор çумĕ Н.О.Падиаров, В.Ф.Чураков яваплă секретарь, ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Н.Шамеев (ун хыççăн çак вырăна А.В.Бараев йышăнчĕ), çырусен пайĕн пуçлăхĕ П.И.Фомин, Г.С.Смаев радиоорганизатор, С.А.Павлов корреспондент, Н.С.Волков, Н.К.Низамов фотокорреспондент, А.М.Сандимиров корректор, О.Н.Чуракова машинистка... Çак йышпа "Коммунизм çулĕ" хаçата эрнере виçĕ хутчен йĕркеллĕ кăларса тăнă, вулакансем патне вăхăтра çитернĕ. К.С.Смирнов редактор пиртен çирĕп ыйтатчĕ. "Ан çывăрăр, апат ан çийĕр _ хаçата вара кăлармаллах!" - тетчĕ планеркăсенче. Сывлăхĕ чаплах марччĕ ун, çавăнпа та колхозсене тухса çỹрейместчĕ. "Ĕç лашисене" _ çамрăксене _ районти кашни колхоза, кашни яла çитсе çĕнĕ хыпарсем пуçтарма, ĕç ялкорĕсемпе тĕл пулма хушатчĕ. Пирĕн урлă редактор районти лару-тăрăва вăхăтра пĕлсе тăратчĕ. Парти райкомне кайсан, çав-çав темăпа хаçатра статья çырма хушсан: "Эпир ун çинчен тахçанах çырнă, вулас пулать хаçата", - тетчĕ йăл кулса. Авторитечĕ пысăкчĕ ун, пуçлăхсем умĕнче йăпăлтатас йăли çукчĕ. Пире те хăюллă пулма, çивĕч темăсене пĕр хăрамасăр çĕклеме сĕнетчĕ. Журналистсене хỹтĕлеме тăрăшатчĕ. Тата мана унăн сăпайлăхĕ те тĕлĕнтеретчĕ. Кузьма Семенович вăрçă ветеранĕ пулнине пĕлеттĕмĕр-ха, анчах хăй 1945 çулта Мускаври Çĕнтерỹ парадне хутшăнни çинчен вăл никама та каламан. Тăван çĕршыв наградисем те сахал пулман ун. Мирлĕ ĕçри хастарлăхшăн панă медальпе Хисеп грамотисем те пулнă. К.С.Смирновăн биографине те вăл вилнĕ хыççăн çеç пĕлтĕм. Вăл Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралнă, хăйсем патĕнчи колхозра счетоводра, Канашри çут ĕç пайĕн инспекторĕнче, Турхан райĕçтăвкомĕн секретарĕнче, ВКП(б) Первомайски райкомĕн секретарĕн помощникĕнче, пай заведующийĕнче, Чурачăк районĕчи МТС директорĕн политпай енĕпе ĕçлекен çумĕнче, КПСС Шăмăршă райкомĕн зонăри МТС секретарĕнче вăй хунă. 1938 çултан пуçласа 1945 çулччен Хĕрлĕ Çарта пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе паттăррăн утса тухнă. 1959 çултан пуçласа Кузьма Семенович хăйĕн пурнăçне хаçат ĕçĕпе çыхăнтарнă. 1961-1978 çулсенче Шăмăршă районĕнчи "Коммунизм çулĕ" хаçат редакторĕн йывăр лавне васкамасăр, анчах çирĕппĕн туртса пынă. Кузьма Семенович пирки ăна астăвакансем: "лăпкă çынччĕ, пуршăн-çукшăн хыпса ỹкместчĕ, хăйне шанса панă ĕçе тирпейлĕ туса пыратчĕ", - теççĕ. Ман асра та çапла юлнă вăл _ манăн пĕрремĕш редактор тата журналистикăн тумхахлă çулĕпе тапаçланса утма ырă халал панă чăн-чăн çын. Пурăннă пулсан К.С.Смирнов çак кунсенче хăй çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă тунă пулĕччĕ. Шел, çамрăклах _ утмăл çиччĕ тултаричченех пурнăçран уйрăлса кайрĕ юлташăмăр. Ырă ячĕ пирĕн чĕресенче юлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 октября 2006
00:00
Поделиться