Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĔСЕН ĔÇĔ ХИСЕПЛĔ

 

Шăмăршăри ДРСУ коллективĕ професси уявне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕ. Михаил Сергеев экскаваторщикпа Николай Кудряшов мастер кунта 15-шер çула яхăн вăй хураççĕ, хăйсене шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлаççĕ. Владимир Краснов автогрейдерист та _ чи хисеплисен шутĕнче. Вĕсем валли çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕн че те ĕç пур. Район территорийĕнче çĕнĕ çулсем сараççĕ, малтан сарнисене пăхса-юсаса тăраççĕ, хĕлле юртан тасатаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указ йышăнни ДРСУ коллективĕ умне пысăк задачăсем кăларса тăратрĕ. Çитес икĕ çул хушшинче районти ялсенче кашни урамах асфальт е чул сармалла, унччен сарнисене тĕпрен юсамалла. Уяв ячĕпе сире, çул тăвакансем! АСФАЛЬТÇĂСЕМ ШĂМĂРШĂ çывăхĕнчи хыр вăрманĕ хĕрринче ир пуçласа каçчен тĕтĕм йăсăрланнине, ахăртнех, кашниех асăрханă пулĕ. Çул-йĕр тăвакан тата юсакан участокăн тĕп "кухни" _ асфальтпа бетон завочĕ вырнаçнă кунта. _ Çитес çул çут çанталăк газĕ çине куçатпăр, _ тет А. Иванов мастер. _ Таврвлăха варалама та пăрахăпăр _ экологи тĕлĕшĕнчен сиенсĕр завод пулĕ. Заводра ир пуçласа каçчен хĕрỹ ĕç вĕрет. Çĕнĕрен çул сарма, киввисене юсама продукци сахал мар кирлĕ вĕт. Кăçал кăна пĕчĕк йышлă ĕçчен коллектив пилĕк пин тонна ытла асфальт хатĕрлесе ăсатнă. Сменăра вара кунта 200 тоннăран кая мар продукци хатĕрлесе ĕлкĕреççĕ. Пахалăх та лайăх. Ĕç ăнăçлăхĕ çынсенчен нумай килет. Заводра хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен специалистсем вăй хураççĕ, кирлех пулсан, пĕр-пĕрне улăштарма та пултараççĕ. А. Иванов мастер Н. Захаров оператор, И. Дементьев электрик, Ю. Ильин битум вĕретекен, В. Ефимов дозировщик, С. Любимов газоэлектросварщик пирки ырласа çеç калаçрĕ. _ Чăннипех ылтăн алăллă çынсем, _ терĕ вĕсем пирки Александр Петрович. Заводран кунсерен вуншар та вуншар тиевлĕ автомашина çула тухать, асфальта ĕç объекчĕсене леçет. Эпир калаçса тăнă вăхăтра хăватлă КамАЗ çитсе чарăнчĕ. Е. Стратилатов водитель пулчĕ ку. Вăхăт нумай та иртмерĕ _ автомашина çула тухрĕ те.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 октября 2006
00:00
Поделиться