Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАКĂР ÇУЛСЕМ РАЙОНА ИЛЕМ КỸРЕÇÇĔ

 

Ыран _ Çул-йĕр хуçалăхĕнче ĕçлекенсен кунĕ. Уяв умĕн пирĕн корреспондент Шăмăршăри ДРСУ ертỹçипе В.Г.ФЕДОТОВПА тĕл пулса калаçнă, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ. _ Владислав Григорьевич, Сирĕн умăрта кăçалхи август уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пунăçламалли мерăсем çинчен" йышăннă Указ пичетленнĕ "Советская Чувашия" хаçата куратăп. Çак Указа Эсир алла кăранташ тытсах вуласа тухнă пулмалла. Уйрăмах хăш йĕркисем килĕшрĕç? _ Президент Указĕнчи кашни йĕрке тỹрремĕнех пире пырса тивет, Указа пурнăçа кĕртекенсем те _ хамăрах. Указра ялсене пурте усă куракан автомобиль çулĕсемпе çыхăнтаракан çулсем тумалли республика программине 2 çул хушшинче (2007-2008 çулсенче) пурнăçлама кирлине палăртнă. Çак ĕç валли тĕрлĕ çăл куçсенчен 9 миллиард тенке яхăн укçа уйăрма пăхнă. _ Вăрттăнлăх мар пулсан, пирĕн района мĕн чухлĕ укçа уйăрса парĕç-ши? _ 20 миллион тенкĕ. Кăçал 28 миллион та 300 пин тенкĕлĕх ĕç тунине шута илсен, хушма укçа çул-йĕр строительствине чылай хăвăртлатма май парĕ. _ Кăçалхи тĕп ĕçсене асăнса тухаймăр-ши? _ Пирĕн ĕç _ халăх куçĕ умĕнче. Çĕнĕ Чукалта 1 километр та 300 метр çул çине асфальт, Кивĕ Чукалта 0,5 километр асфальт, 900 метр вак чул, Хайпăлапа Палтиел хушшинче 1 километр та 900 метр асфальт, Асанкассинче 1 километр асфальт, Шăмăршă-Энтĕрьел çул çине 2 километр та 300 метр вак чул, Асанкасси-Пăчăрлă Пашьел çул çине 1 километр та 300 метр хăйăр сарнă. Çанталăк май парсан, чул тата асфальт сарас ĕçсене кăçалах вĕçлеме шутлатпăр. Çавăн пекех Чаткас - Хĕрлĕ Васан çула тума та пуçăнтăмăр, ун валли çĕр хăпартатпăр. _ Кĕркуннехи кун кĕске, нумай ĕç туса ĕлкерме йывăр пулĕ... _ Çул тăвакансен ĕç кунĕ ирпе 7 сехетрех тытăнать те, тĕттĕмленсен тин вĕçленет. Сивĕсем пуçланиччен ытларах ĕçлесчĕ тесе тăрăшатпăр. _ Коллективри хастар ĕçченсене ятран асăнаймăр-ши? _ Пирĕн коллектив 73 çынна пĕрлештерет, япăх ĕçлекенсем пачах та çук. Çапах та чи маттуррисене палăртса хăварасах килет. Водительсенчен Виктор Погашова, Евгенийпе Александр Стратилатовсене, Разиль Ахметова, Валерий Борисова, Фаркать Насыбуллина, экскаваторпа ĕçлекен Михаил Сергеевпа погрузчика ĕçлеттерекен Николай Сергеева, Юрий Иванов бульдозериста, Владимир Краснов автогрейдериста, Николай Кудряшов мастера, ытти ĕçченсене чунтан тав тăватăп. Çул тăвакансен ĕçĕ çăмăл мар, хуть те мĕнле çанталăкра та пирĕн мĕн палăртнине пурнăçламаллах. Паллах, ĕç укçине те аван тỹлетпĕр. Пирĕн патăрта кадрсем улшăнса тăмаççĕ, ĕç дисциплини те çирĕп. Коллективра спорт пысăк хисепре, спорта юратни пире тăрăшарах ĕçлеме пулăшать. Хаçатра вырăн панипе усă курса, тăван коллектива тата пирĕн хисеплĕ ветерансене хамăрăн професси кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçусем сунатăп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 октября 2006
00:00
Поделиться