СЫВЛĂХЛĂ АЧА _ ÇЕМЬЕ ТЕЛЕЙĔ
Ачасем чирлесе ỹксен е вĕсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма вăхăт çитсен эпир тỹрех районти поликлиникăн ача-пăча консультацийĕн кабинетне çул тытатпăр. Унта ĕçлекен медицина работникĕсем яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă хыççăн кăмăллăн ăсатса яраççĕ. Ача-пăча консультацийĕн ĕçĕ-хĕлне районти врач-педиатр И.А.Смирнова ертсе пырать. Ирина Анатольевна _ опытлă врач, сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче 1993 çултанпа тăрăшать. Врач-педиатр должноçĕнче 1998 çултанпа вăй хурать. Хăйĕн ĕçне профессилле ăсталăхпа туса пынă май, ăна тĕп больницăн пысăк коллективĕнче те, район çыннисем те пысăк хисепе хураççĕ. Кабинета килнĕ ачасене И.А.Смирнова врач Е.С.Морозова медсестрапа пĕрле йышăнать. Елизавета Сидоровна çак службăра пĕр улшăнми 25 çул ĕçлет. Пĕтĕмĕшле медицина стажĕ вара 35 (!) çулпа танлашать. Хăйĕн ĕçне пĕлсе те тĕплĕн туса пынăран сăпайлă медсестра коллектив тата халăх хисепне тивĕçнĕ. И.А.Смирновăсăр пуçне, ачасен сывлăхне С.Ш.Низамова врач-педиатр та тĕрĕслет. Султания Шейхулловна та, чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ача-пăча врачĕнче ĕçлекенскер _ районти сумлă медработник. Ача-пăча консультацийĕнчи ытти специалистсем те ĕçре пысăк опыт пухнă. Районти врач-педиатрăн помощникĕ Г.И.Максимова кунта пĕр улшăнмасăр 32 çул, медсестрасем: Л.М.Тускаева - 22 çул, Н.Д.Угаринапа Е.И.Ястребова _ 19-шар çул ĕçлеççĕ. Хĕр арăмсем хăйсен тивĕçĕсене яланах таса чунпа туса пынине палăртрĕ И.А.Смирнова. С.А.Семенова çамрăк медсестрана паха сĕнỹсемпе те нумай пулăшаççĕ вĕсем. Пỹлĕмсенче, коридорта _ таса та тирпейлĕ. Г.В.Яковлева санитарка хăйĕн ĕçне тăрăшса пурнăçлани тỹрех курăнать. Вăл кунта 30 çула яхăн вăй хурать ĕнтĕ. Консультаци службинче районти тин çуралнă ачасенчен пуçласа 18 çул таранчченхи яшсемпе хĕрсене йышăнаççĕ. Чирлисене тивĕçлĕ диагноз лартнă хыççăн больницăн ача-пăча уйрăмĕнче е килти условисенче сипленме назначени çырса параççĕ. Ялсенчи вăраха кайнă чир-чĕрсемлисем _ уйрăм учетра. Вĕсене куçран вĕçертмеççĕ, палăртнă вăхăтра сиплев курсне йĕркелеççĕ. Медицина тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнче ачасен чир-чĕрсем палăрсан, вĕсене çийĕнчех сиплес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Çакнашкал мероприятисене медицина ĕçченĕсем шкулсемпе ача сачĕсенче те ирттереççĕ. Профилактика мероприятийĕсем _ яланхи тимлĕре. Районти прививка ĕçĕсене планпа килĕшỹллĕн йĕркелеççĕ медицина ĕçченĕсем. Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕнчи Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, В гепатитран сыхланса, кăçал апрельте привикăсен пĕрремĕш, май уйăхĕнче иккĕмĕш тапхăрĕсем иртнĕ. Октябрĕн 23-мĕшĕнче вара ачасене, яшсемпе хĕрсене (18 çул таран) виççĕмĕш хут прививка тăваççĕ. Наци проектне тĕпе хурса, апрель-май уйăхĕсенче 5-7 çулти ачасене хĕрлĕ шатраран сыхласа прививка мероприятийĕсем витĕр кăларнă. Сентябрьте 3-6 çулти ачасене, 1-4 классенче вĕренекенсене грипп ересрен прививка тунă. Вакцинăсемпе пĕр хут усă курмалли шприцсене Шупашкартан тỹлевсĕр уйăрнă. Наци проекчĕ халăха сисĕмлĕ пулăшу пани çак тĕслĕхсенченех курăнать. Районти ачасем çирĕп сывлăхлă çитĕнччĕр тесе тимлесси консультаци службинчи медицина работникĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн вĕсем çине тăрса ĕçлеççĕ.