Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУЛТАРУЛЛĂ ВРАЧ-СТОМАТОЛОГ

 

Профессие тĕрĕс суйласа илнĕ, хăйсен ĕçне чĕрĕк ĕмĕр ытла чунтан юратса туса пыракан, пархатарлă ĕçпе коллектив тата халăх хисепне тивĕçнĕ çынсем чăннипех те телейлĕ. Çакнашкал çынсен йышĕнче тăрать те ĕнтĕ район больницин врач-стоматологĕ Х.М.Гайфуллин. Хусанти медицина институтне пĕтернĕ хыççăн, 1980 çулта, тутар йĕкĕтне направленипе Шăмăршă район больницине ĕçлеме янă. Хамит Мансурович врач-стоматолог ĕçне пысăк хавхаланупа пуçăннă. Çулран-çул пысăк яваплăхпа ĕçлесе пырать вăл. Шăлсен чирĕсем тутлă ыйха пĕр шелсĕррĕн татнине, йĕркеллĕн апатланма чăрмантарнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Чирлисен ыратăвне çăмăллатассишĕн, вĕсен шăлĕсене лайăх пахалăхпа сиплессишĕн нумай тăрăшать Х.М.Гайфуллин. 26 çул хушшинче çĕр-çĕр чирлĕ çынна çĕнĕрен пурнăç савăнăçне парнеленĕ пултаруллă врач. Ăна ĕçре Л.З.Надюкова медсестра пулăшса пырать. Людмила Зиновьевна _ опытлă специалист, медицина отраслĕнче 20 çул ытла вăй хурать. 1998 çултанпа врач-ортопед тивĕçне те пурнăçлать Хамит Мансурович. Л.А.Прохорова тата З.Г.Гайфуллина шăл техникĕсемпе пĕрле тимĕр, пластмасса коронкăсене, штифтлă шăлсене, тĕрлĕ протезсене çын кăмăлне каймалла тата усă курма меллĕ туса хатĕрлеççĕ. Лидия Андреевнăпа Земземия Галяветдиновна та хăйсен ĕçĕнче пысăк опыт пухнă. Ăста специалистсем 25 çул ытла вăй хураççĕ. Вĕсем _ Х.М.Гайфуллинăн шанчăклă пулăшуçисем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 октября 2006
00:00
Поделиться