Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МАЮК АППА

 

_ Эх, мĕн каласси... Мĕнле кăна йывăрлăх курман-ши пурнăçăмра, мĕн чухлĕ куççуль юхтарман-ши? Турă сывлăх панă та, пурăнатăп-ха. Ялта чи ваттисен шутне те кĕтĕм... Çак сăмахсене каларĕ те Маюк аппа, йăл кулса илчĕ, ватăлнипе пĕркеленнĕ питне хĕр чухнехи пек илем кĕчĕ. Маюк аппа _ Мария Бикмулловна Рыкина _ 1926 çулта Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ашшĕ _ Бикмулла _ тĕне кĕмен чăвашсен йăхĕнчен, хăйĕн çемйине те авалхи йăласене хисеплеме, тирпейлĕ пурăнма хăнăхтарнă. Пилĕк хĕрĕ те пĕчĕкренех ал ĕç тума ăста пулнă. Çемьере иккĕмĕш хĕр ача пулнăран, Маюк йăмăкĕсене пăхса ỹстернĕ. _ Ача чух выляса, хĕр чух юрласа-савăнса кураймарăм, - ассăн сывласа илчĕ Маюк аппа. _ Атте вăрçа тухса кайсан мĕнпур йывăрлăх Улька аппапа ман çине тиенчĕ. Шкулта çичĕ класс пĕтерсенех Свердловск облаçне торф кăларма илсе кайрĕç. Вун пиллĕкри хĕр ачаччĕ ун чух, мĕн чухлĕ нуша курнине каласа та пĕтерес çук... Çур çул ытла торф кăларнă çĕрте ĕçлесен, Маюка Свердловскри çар заводне илеççĕ. Вăрçă вăхăчĕ, хушнине пурнăçламасан тĕрмене хупма та пултарнă. Выçăллă-тутăллă пурнăçа пула Маюк йывăр чирлесе ỹкет, ăна хула больницине хураççĕ. Çĕнтерỹ кунне те Маюк больницарах кĕтсе илет, ыттисемпе пĕрле чунтан савăнать. Тăван яла таврăнсан, Маюк Шăмăршăри çĕвĕ артельне ĕçе вырнаçать. Кивĕ Шăмăршă йĕкĕчĕпе Алексей Рыкинпа паллашса çемье чăмăртаççĕ. Упăшкине салтака ăсатса кĕтсе илет, пĕрле икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратаççĕ. Шел, çемье телейĕ каллех пулман, Алексей çамрăклах пурнăçран уйрăлса каять. Маюк аппа ачисене пĕчченех пăхса ỹстерет, çĕтĕк те выçă çỹретмест. Малтан колхозра, унтан совхозра ĕçлет, çитмĕле çитичченех бригада ĕçне хутшăнать. _ Виçĕ хутчен операци сĕтелĕ çинче выртса та чĕрĕ юлтăм, - хăйĕн пурнăçне аса илнĕ май куçĕсене шăлса илчĕ Мария Бикмулловна. _ Ултă мăнукпа, мăнуксен пилĕк ачипе савăнатăп. Ачамсем те кỹрентермеççĕ, "анне, сан вали мĕн туянса памалла?" тесе çеç тăраççĕ. Мĕн кирлĕ ĕнтĕ мана халь тин, ăшă сăмахран хаклăраххи урăх ним те çук... Мария Бикмулловнан ăс-тăнĕ çивĕч-ха, тах- çан ĕлĕкхине те лайăх астăвать. Хăйсен ялĕнчи паллă çынсем _ Илпек Микулайĕ писательпе Владимир Бараев-Сĕркке поэт çинчен кăмăллăн аса илчĕ. Шкул ачисем Маюк аппапа тĕл пулу йĕркелесен, вăл каласа панине çырса илсен питех те аван пулĕччĕ. М.Б.Рыкина çулленех "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата çырăнса илет, кашни номерех юратса вулать. "Ватă пулсан та район пурнăçĕнчен юлас килмест", - тет Маюк аппа. Ял çыннисене те район хаçатне çырăнма хистет. Сакăрвуннă тултарать паян Кивĕ Шăмăршăри хисеплĕ ĕç ветеранĕ Мария Бикмулловна Рыкина. Çак ятпа ăна эпир чĕререн саламлатпăр, 100 çул ытла пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 октября 2006
00:00
Поделиться