Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Журналист сăмахĕ "Шăмăршă хыпарĕ" учитель валли мар-и?

 

ЯЛСЕНЧИ çыхăну уйрăмĕсенче пулсан, кашнинчех вырăнти интеллигенци хаçат-журнал çырăнни пирки интересленетĕп. "Ĕлĕкрех кашни учитель 5-6 экземпляр çырăнатчĕ, халĕ вара хăшĕ-пĕрисем район хаçатне те пулин çырăнса илмеççĕ", - пăшăрханса калаçаççĕ çыхăну уйремĕсен пуçлăхĕсем. Çапла калнине Чукалта та, Чаткасра та, Палтиелĕнче те, Пуянкассипе Карапай Шăмăршăра та, ытти ялсенче те илтетĕн. Ытти хаçат-журналсем пирки вĕсен редакторĕсем чунĕсене ыраттарччĕр-ха, мана учительсем "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатран мĕншĕн ютшăнни шухăшлаттарать. Шкул пирки çырмастăр тесен _ çырсах тăратпăр, "Вĕрентỹ" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланса пынине те пĕлтеретпĕр. Çак темăпа кăçалхи тăхăр уйăхра кăна 100 ытла статьяпа заметка пичетленнĕ. Кунсăр пуçне, чи лайăх ĕçлекен учительсене халалланă 30 ытла статья çутă курнă. Пирĕн шутпа, республикăри урăх пĕр хаçат та шкул пурнăçĕ çинчен район хаçачĕ чухлĕ çырмасть. Учительсенчен харпăр-хăйĕн ĕç опычĕпе, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăма тархасласах ыйтатпăр. Чăнах та, гонорар тỹлейместпĕр ĕнтĕ, анчах пур япалана та укçапа кăна виçмелле мар вĕт. Ашшĕ-амăшĕсем валли воспитани темипе статьясем, усăллă канашсем мĕншĕн çырмалла мар-ха, учительсенчен лайăхрах кам çĕклейтĕр çак темăна хаçатра? Енчен те учитель хăйĕн тавра курăмне ỹстерсех пымасть пулсан, унран ачасене тивĕçлĕ воспитани парасса кĕтме пулать-ши? Журналист тишкернĕ тăрăх, паян районти кашни çирĕм учителе пĕр экземпляр "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат тивет. Ку _ питех те сахал. Хăш-пĕр шкулсенче (хальлĕхе ячĕсене асăнмăпăр) директорсемпе вĕсен çумĕсем те "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата (республикăри ытти хаçатсене те!) çырăнмаççĕ. Хăйсем çинчен лайăхпа е япăхпа çырсан, редакцие хаçат шырама килнĕ тĕслĕх пĕрре кăна пулман. Тата çакна та асăрханă. Ахаль çынсем (ял ĕçченĕсем, вăрман хуçалăхĕнче е стройкăра вăй хуракансем) хăйсемпе пĕрле вăй хуракансене юбилей ячĕпе саламлама манмаççĕ, кун валли 100 тенкĕ укçа шеллемеççĕ. Шкул директорĕсем вара ... яланах "манаççĕ". Хисеплĕ ветерансем çут тĕнчерен уйрăлсан та хурланни çинчен пĕлтерме "вăхăт тупаймаççĕ". Е тата шкул директорĕ профсоюз райкомне шăнкăравлать, профсоюз укçипе çав-çав çын вилни çинчен хурланнине пĕлтерме ыйтать. Нивушлĕ кашни учительтен темиçе тенкĕ пуçтарса хамăрăн таса тивĕçе пурнăçлама _ юлташăмăра юлашки çула ырăпа ăсатма пултараймастпăр-ши? Хаçат редакторĕсемпе ирттернĕ канашлура Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информатика политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.С.Краснов учительсем хаçат-журнал ытла та сахал çырăнса илни пирки пăшăрханса калаçрĕ, журналистсенчен çак ыйтăва тĕпчеме ыйтрĕ. Тĕпчев кăтартăвĕсене (кашни шкула, класс ертỹçисене кăтартса) çырăнтару тапхăрĕ вĕçленсен пĕлтерĕпĕр-ха. Çак кăтартусене Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерстви те ярса пама ыйтать. Класс ертỹçисене уйăхсерен 1000 тенкĕ хушса тỹленине шута илсен, район хаçачĕ çырăнма 145 тенкĕ укçа тупаяççех пулĕ тетпĕр. Ытти учительсем те çакăн чухлĕ укçа тупма пултараççех. Урăхла мĕнле пулса тухать-ха: район пурнăçне пачах та пĕлмен, район администрацийĕн йышăнăвĕсемпе пачах та паллашман шкул коллективĕ çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пултарайĕ-и? Апла шутласан та, капла тавçăртсан та, паянхи шкул учителĕн район хаçачĕпе туслă пулмаллах. Эппин, пĕр тăхтаса тăмасăр çыхăну уйрăмне утар е почтальонпа тĕл пулма васкар. Вĕсем учительсене чи çывăх тăван пек кĕтеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 октября 2006
00:00
Поделиться