Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывă пурнăç _ ырă пурнăç

 

Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хăйĕн сентябрĕн 29-мĕшĕнчи 255-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 30-мĕшĕччен районта "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Акци вăхăтĕнче пурнăçламалли мероприятисен планне тата çак ĕçшĕн яваплă оргкомитет йышне çирĕплетнĕ. "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци мĕнле иртесси пирки пирĕн корреспондента район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Л.И.ТИМОФЕЕВА çапла каласа панă: _ Акцин тĕп тĕллевĕ _ çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăласси, каччăсемпе хĕрсене физкультурăпа спорта юратма, эрех-сăрасăр тата наркотиксемсĕрех интереслĕ пурăнма вĕрентесси, - тенĕ Л.И.Тимофеева. _ Мероприятисен планĕнче ку тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем палăртнă. Шкулта вĕренекенсемпе сывă пурнăç йĕрки пирки çавра сĕтел хушшинчи калаçусем, тĕл пулусем иртĕç. Районти тĕп больницăри врач-нарколог çамрăксемпе уйрăмшарăн тĕл пулса калаçма палăртать. Наркологи кабинечĕ çавăн пекех кăнтăрлахи вăхăтра "шанăç телефонĕ" йĕркелет, çамрăксем наркотиксемпе е эрех-сăрапа, пирус туртса наркăмăшланнипе çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва та пама пултараççĕ. Шкулсенче çавăн пекех сывă пурнăç темипе ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем, класс сехечĕсем, лекцисемпе диспутсем те иртĕç. "Сывлăхлă çыннăн пурте лайăх" темăпа сочиненисен, "Сывă пурнăç йĕркишĕн" темăпа ỹкерчĕксемпе плакатсен конкурсне ирттерни те усăллă пуласса шанас килет. _ Акци вăхăтĕнче иртекен спорт мероприятийĕсемпе паллаштараймăр-ши? _ Педагогсен коллективĕсем хушшинче çăмăл атлетсен эстафети иртни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех районта паллă футболистсем пулнă А.Игнатьевпа В.Любимов кубокĕсемшĕн иртекен ăмăртусем те интереслĕ пулмалла. Ноябрь уйăхĕнче вара призывник кунне, сĕтел çинчи теннисла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту, баскетболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту ирттерме палăртнă. Çывăх вăхăтрах _ октябрĕн 13-мĕшĕнче _ шкул ачисем хушшинче "Березка" ТПК призĕсемшĕн çăмăл атлетсен ăмăртăвĕ иртĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен вара "Спорт _ наркотиксене хирĕç" лозунгпа картиш командисем хушшинче мини-футбол ăмăртăвĕсем пулаççĕ. _ Культура учрежденийĕсенче мĕнле мероприятисем иртĕç? _ Ноябрĕн 16-мĕшĕнче районти Культура керменĕнче тата ялсенчи Культура çурчĕсенче Пĕтĕм тĕнчери пирус туртманнисен кунне халалласа "Ментоллă сигарет тĕтĕмĕ" тата "Пирус туртакан _ хăй валли шăтăк алтакан" темăсемпе калаçусем йĕркелеме палăртнă. Ноябрĕн 30-мĕшĕнче _ СПИДа хирĕç кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе _ Чукалти культура çуртĕнче "Тĕрĕс çул суйласа ил!" темăпа калаçу иртĕ. Октябрĕн 25-мĕшĕнче Ярăславри Культура çуртĕнче "Пурăнмалла е ĕçмелле?" темăпа диспут, октябрĕн 26-мĕшĕнче Васанти Культура çуртĕнче "Сывлăха пĕтерекен хăнăхусем" темăпа ыйтусемпе ответсен каçĕ, ноябрĕн 28-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çуртĕнче "СПИД - 20-мĕш ĕмĕрти чума" темăпа диспут иртмелле. Çакăн пек мероприятисене кашни ялтах ирттерме палăртнă. Вĕсене районти больницăпа шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем те хутшăнĕç. Районти тĕп библиотекăпа ялсенчи библиотекăсенче те акцие халалланă мероприятисем (выставкăсем, калаçусем, диспутсем, усăллă канашсен сехечĕсем) чылай иртĕç. Ноябрь уйăхĕнче ял поселенийĕсенчи, предприятисемпе учрежденисенчи çамрăксен КВН командисен вăййисем иртмелле. Акци пынă вăхăтра çамрăксем канакан вырăнсенче каçхи рейдсем йĕркелеме те палăртнă. Çавăн пекех 18 çул тултарман çамрăксене эрех-сăра тата пирус-сигарет сутма юраманни çинчен калакан саккуна суту-илỹре ĕçлекенсем мĕнле пăхăннине те çирĕп контроллесе тăрăпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 октября 2006
00:00
Поделиться