Çулçă тăкăнать кĕркунне...
ÇУЛТАЛĂКĂН хуть те хăш вăхăтĕнче те илемлĕ пирĕн Шăмăршă тăрăхĕ: çуркунне шап-шурă чечекпе, çулла _ лапсăркка çулçăллă çăкасемпе, шăнкăр-шăнкăр çăл куç кĕввипе тата вун-вун тĕрлĕ вĕçен кайăк юррипе, кĕркунне _ ылтăн тĕслĕ çулçăсен кавирĕпе, хĕлле хĕвел çинче кĕмĕлĕн-мерченĕн йăлтăртатакан таса юрпа чуна илĕртет... Çак илемлĕхпе тирпейлĕхе упрамалла, çут çанталăк пуянлăхĕ ỹссех пытăрччĕ тесе тăрăшмалла. Акă, ылтăн кĕркунне çитрĕ, халĕ _ йывăçсемпе тĕмсем лартмалли хĕрỹ вăхăт. Ахальтен мар ĕнтĕ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Йывăç кунĕ ирттересси çинчен ятарласах йышăну кăларчĕ. "Çав-çав кун йывăç лартмалла" тесе хушса-хистесе каламан, уйăх тăршшĕпех алла кĕреçе тытмаллине палăртнă. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене халăх хушшинчи ăнлантару ĕçне вăйлатма, йывăçсемпе тĕмсем лартма кашни çыннах хутшăнтарма сĕннĕ. Пур харпăрлăхри предприятисемпе организацисен те çак кирлĕ ĕçрен пăрăнса юлмалла мар, "тăван тавралăх _ тăван кил" тенине асра тытмалла. Район центрĕнче тата ялсенче халиччен те йывăçсемпе тĕмсем чылай лартнă пулин те, çителĕклĕ теме пултараймастпăр-ха. Çул хĕррисенче, çырма-çатра таврашĕнче йывăç лартмалла, парксемпе скверсем чĕртмелле, сад пахчисене çĕнетмелле... Йывăç кунĕнче пурнăçламалли ĕçсен программине те çирĕплетнĕ. Акă, ипподром çумĕнчи кану вырăнĕнче унччен лартнисем çумне хушса лартмалла. Ĕç коллективĕсен хăйсене çирĕплетсе панă лаптăкри кашни йывăçпа тĕм чĕрĕлтĕр тесе тăрăшасчĕ. Пытармалли çук, аванах чĕрĕлнĕ хунавсене çавапа çулса нумай пĕтернĕ, çум курăк хĕсĕрленипе те типсе хăрнă. Япăх тымарлă йывăçа лартнин те усси сахал. Шăмăршăри тата ялсенчи скверсемпе парксене те çĕнетмелле, лайăх аталаннă, илемлĕ хунавсем çеç лартса хăварасчĕ. Мĕнле йывăç лартмаллине ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хăйсем кăтартчĕр, çак ĕçе ертсе пыччĕр. Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн питомникĕнче чăрăш, лиственница, хурăн, хĕрлĕ пилеш хунавĕсем çителĕклех. Вăрмантан çăка хунавĕсем кăларса килме те пулать. Ял илемне яракан армак-чармак йывăçсенчен хăтăласчĕ, "Чи илемлĕ урам, ял, район" ята тивĕç пулассишĕн тăрăшасчĕ. Улма-çырла йывăççисене ытларах лартасси пирки _ уйрăм сăмах. Патăрьелĕнчи питомник тĕрлĕ сортлă улмуççи, çырла йывăççисем сутать, Шăмăршă пасарне те илсе тухать. Атьăр-ха кашни ялтах улма-çырла йывăççисем нумайрах лартса чĕртер, çакăншăн пире ỹлĕмрен ачасемпе мăнуксем тав сăмахĕ çеç калĕç. Шкулсен те сад пахчисене çĕнетмелле-пуянлатмалла, хăйсен столовăйĕсене улма-çырлапа тивĕçтерме тăрăшмалла. Йывăçсемпе тĕмсем лартса хăварни çеç сахал _ халăх ĕçĕ харама ан кайтăрччĕ. Мĕн лартнине карта тытса пỹлмесен усси çук. Типĕ çанталăкра йывăçсене шăварса тăмалла, хамăр алăпа лартнă кашни хунав чĕрĕлсе çĕклентĕрччĕ тесе тăрăшар. Йывăç кунне ирттернипе пĕрлех, ялсенчи тирпейлĕх пирки те манас марччĕ. Тăкăннă çулçăсене шăлса пуçтармалла, урамсене тирпейлесех тăмалла, килти çỹп-çапа çурт умне кăларса ывăтмалла мар. "Тирпей-илем кĕртесси _ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем чи малтан пурнăçламалли ĕç, - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. _ Тасалăхпа йĕрке, ытларах чухне, укçа-тенкĕ пуррипе çуккинчен мар, тăван çĕре юратнинчен, çын хăйне хисеплеме пĕлнинчен килет. Кашни çынах хăйĕн ялĕпе е хулипе мăнаçлантăр". Президент сăмахне чĕре патне илсе, тăван ял илемлĕ те тирпейлĕ пултăрччĕ тесе Йывăç кунне тухар-ха, ентешĕмсем!