Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

" Кĕр те иртĕ, хĕл те çитĕ, сивĕсем те инçе мар...

 

ÇУРÇĔР-ХĔВЕЛАНĂÇ енчен вĕрекен уçă çил йывăçсем çинчи сарă çулçăсене çĕрелле иле-иле пăрахать, урам тăрăх вĕçтерет. Салхуллăн кранклатакан кураксем те ушкăнăн-ушкăнăн ăшă енне вĕçсе кайма хатĕрленеççĕ. Ял çыннисем сад-пахчасенче кĕрхи тухăçа пуçтарса кĕртеççĕ, тĕпсакайне е нỹхрепе упрама хураççĕ. Хресчен сивĕ хĕл кунĕсене тĕплĕн хатĕрленет: çурт-хуралтăсене ăшă тытмалла юсать, çут çанталăк газĕпе усă курать пулин те, саппаслăх вутă та хатĕрлет, выльăх-чĕрлĕхĕ пирки те шутлать. _ Хĕле хатĕрленме эпир июнь уйăхĕнчех пуçăннă, - терĕ "Исток" хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов. _ Ĕне витипе пăру витине тĕплĕн юсаса вĕр-çĕнĕ пекех турăмăр. Мăйракаллă шултра выльăхсен шутне 170 пуçа çитертĕмĕр, йыш татах ỹсмелле. Çавăн пекех хăмаран çапса çивиттиллĕ выльăх картишĕ те тунă, çилтен хỹтĕлеме икĕ енчен те хỹмепе пỹлнĕ. Пăрусене уçăлтарса çỹретме те ятарлă площадка ăсталанă. Г.Анюровпа А.Якушов ертсе пыракан строительсен бригадисем тăрăшса ĕçлени куç умĕнчех. Хуçалăх кăçал 30 пуç ăратлă пăру туяннă. Ăратлă ĕнесем сĕтне те нумайрах антарасса тĕпе хурса ĕçлеççĕ "Исток" ОООра. Çак хуçалăхах Хайпăлара лаша вити хута янă, унта 34 лаша усраççĕ. Çав шутра çирĕм иккĕшĕ _ "советский тяжеловоз" таса ăратлисем. Нумаях пулмасть тата Чул хула облаçĕнчен "советский тяжеловоз" ăратлă ăйăр туяннă. Хакĕ йỹнĕ мар пулин те (150 пин тенкĕ), ăратлă ăйăр хуçалăха кирлех тесе шутлать Ю.Старшов. Паллах, выльăхсем валли апачĕ те тулăх кирлĕ. Ку енĕпе пăшăрханмалли çук: 300 тонна утă, пин тонна сенаж, 200 тонна тырă фуражĕ ха- тĕрленĕ. Выльăх чĕкĕнтĕрĕ те чылай. Айсарăм валли улăм çителĕклĕ. _ Районти ытти хуçалăхсенче те витесене хĕл валли тĕплĕн юсама тăрăшрĕç, - пĕлтерчĕ пире район администрацийĕн ял хуçалăхне аталантарас енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕ Н.Вазанов. _ Уйрăмах "Бездна", "Миха", "Карла" фермер хуçалăхĕсене, "Искра" тата "Восход" кооперативсене, "Карлинская" Агрофирма" ЗАОна лайăхпа палăртмалла. "Бездна" фермер хуçалăхĕ (хуçи _ А.Сатеев) унчченхи сысна витине тĕплĕн юсанă, ĕне выльăхсемпе сыснасем усрамашкăн пỹлĕмсем тунă. Хальхи вăхăтра 27 пуç ăратлă пăрупа 39 пуç сысна усраççĕ, выльăхсен йышне ỹстерсех пырасшăн. А.Сатеев фермер выльăх апачĕ, уйрăмах утăпа тырă фуражĕ çителĕклех хатĕрлени çинчен каларĕ. Çакна та палăртмалла: районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци çу кунĕсенче хуçалăхсенчи витесене дезинфекци тунă. Çапах та пур çĕрте те ла- йăх теме те иртерех. "Мир", "Нива" хуçалăхсенче витесенчи юсав ĕçĕсем вĕçленмен, выльăхсем валли тырă фуражĕ те кирлинчен сахалрах хывнă. "Восход" хуçалăхра та выльăхсене тулли рационпа тăрантарма тырă фуражĕ çитменни халех паллă. Мăйракаллă шултра выльăхсемпе сыснасенчен продукци илессине чакарас мар тесен, хĕл кунĕсенче вĕсем валли ăшă та, апат та кирлĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 октября 2006
00:00
Поделиться