Хушма хуçалăха аталантарма
"Наци проектне тавтапуç, ăна тахçанах ĕçе кĕртмелле пулнă", - çапла калаççĕ районти ялсенче пурăнакансем килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх паракан çăмăллăхлă кредит пирки. Паянхи куна район çыннисем "Россельхозбанк" урлă 13 миллион та 873 пин тенкĕ (95 çын), Перекет банкĕнчен 26 миллион та 367 пин тенкĕ (227 çын) çăмăллăхлă кредит илнĕ. Кредит илнĕ ял çыннисенчен нумайăшĕ унпа выльăх-чĕрлĕх усрама вите тата ытти хуралтăсем тунă çĕрте усă курать. Ял хуçалăх техники туянакансем те сахал мар. Çур çул хушшинче кăна ял çыннисен картишĕнче çăмăллăхлă кредит укçипе илнĕ 2 мини-трактор хутшăннă, вĕсене тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ (сỹрепе, культиваторпа, косилкăпа, кĕреплепе, çĕр улми кăлармалли хатĕрпе, прицеппа та ыт.те). Тĕп тимлĕх кунта çĕр улми лартмалли, купаламалли, кăлармалли ĕçсене механизацилесси çине уйăрнă, çак ĕçсем ял çыннисемшĕн питĕ чăрмавлă вĕт-ха. Мотоблок туянакансем те пур ялсенче. Хресчен пурнăçĕ çăмăлланчĕ теме иртерех-ха. Çапах та лайăхрах пурăнма тăрăшни сисĕнет. Кредит илекенĕн икĕ хут ытларах ĕçлеме тивет: илнĕ укçа-тенке тавăрмалла тата çемьене тăрантармалла-тумлантармалла. Договор условийĕсемпе килĕшỹллĕн, кашни уйăхрах кредит тỹлесе пырас вырăнне, ял хуçалăх продукцине пысăк суммăлăх сутса парăма тỹрех темиçе уйăхшăн парса татакансем те пур. Ял çыннисем çăмăллăхлă кредит уссине кулленхи пурнăçра курса ĕненеççĕ.