Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чуна тыткăнларĕç юрăсем, кăмăла çĕклерĕç ỹкерчĕксем

 

Чăваш Республикин Президенчĕн культура сферинчи гранчĕсене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ конкурса хутшăнса, райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн ĕçченĕсем "Дизайнерсен вăрманти кану вырăнĕ" тата "Килĕрен _ фольклор тусĕсем" проектсем (вĕсен авторĕ _ С.Н.Миронова, руководителĕ В.В.Павлов) тăратнăччĕ. Вĕсем иккĕшĕ те грантсене тивĕçнĕ. Çак анлă проектсене пурнăçа кĕртсе, райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн работникĕсем сентябрĕн 29-мĕшĕнче "Вăрман юмахĕ" кану площадкинче тата райцентрти тĕп площадьре чăннипех те пысăк уяв йĕркелерĕç. "Дизайнерсен вăрманти кану вырăнĕ" проекта пурнăçри чăнлăха куçарса, Шăмăршăри С.Н.Миронова, З.П.Морозова, А.К.Краснова, М.А.Шамеева тата А.В.Сагдеева педагогсем пысăк яваплăхпа ĕçлени тỹрех курăнчĕ. Кану площадкинчи бетон плитасенчен тунă унчченхи суту-илỹ вырăнĕсене чăвашлăх сăнарĕсемпе, тĕрлĕ юмахсенчи персонажсемпе, хитре чечексемпе, ытти илĕртỹллĕ ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вĕсем чунра чи ăшă та ачаш туйăмсем вăратаççĕ. Шăпах 12 сехетре Кану площадкине Шупашкарти хăнасем килсе çитрĕç. ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министерствин искусство пайĕн начальникĕ Р.М.Лизакова, "Республикăри культура программисен дирекцийĕ" патшалăх учрежденийĕн директорĕ М.Ю.Матросов, Е.В.Николаева методист, республикăри халăх творчествин çурчĕн директорĕ А.Н.Сергеев тата ыттисем вăрманти кану вырăнĕпе питĕ кăмăллă юлчĕç. "Эдельвейс" (руководителĕ Е.Н.Шумилова), "Фламинго" (В.П.Кузьмина) ташă ушкăнĕсем, ачасен "Витамин" театрĕ (Л.Н.Николаева) халăха интереслĕ театрализаципе хореографи композицийĕпе савăнтарчĕç. Уяв Шăмăршăра малалла тăсăлчĕ. Культура керменĕ умĕнчи сцена çине райадминистраци пуçлăхĕ В.П.Фадеев тухрĕ, пурне те фольклор уявĕ ячĕпе саламларĕ, коллективсене концертра ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн Шупашкарти хăна _ Р.М.Лизакова сăмах илчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн гранчĕсене çĕнсе илнĕ ятпа вăл Шăмăршăсене ăшшăн саламларĕ, В.П.Фадеева министерствăн сумлă Дипломĕпе чысларĕ. "Килĕрен _ фольклор тусĕсем" программăна Культура керменĕпе тĕп библиотека ĕçченĕсем çав тери кăсăклă композиципе уçрĕç (режиссерĕсем _ В.Львовапа В.Павлов). Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" халăх фольклор ушкăнĕ (руководителĕ Е.Муравьева) _ "Вăйă", Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор коллективĕ (Н.Федотова) _ "Улах сăри", Карапай Шăмăршăри фольклор ушкăнĕ (З.Падюкова) _ "Туй", Васанти ачасен "Мерчен" халăх ансамблĕ (Г.Ларшников) _ "Çăварни", Кивĕ Чукалти фольклор ушкăнĕ "Çимĕк" мĕнлерех иртнине туллин те ĕнентерỹллĕн кăтартса пачĕç. Ярăславри "Умарина" ирçе фольклор коллективĕ "Тырă вырма тухнине" ирçе юрри-ташшипе сăнласа кăтартрĕ. Анат Чаткасри, Энтĕрьелĕнчи, Карапай Шăмăршăри, Кивĕ Шăмăршăри культура учрежденийĕсем çумĕнчи фольклор коллективĕсем хăйсен ялĕсенчи юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа паллаштарчĕç. "Антонина" халăх ташă ансамблĕ (А.Нефедова), "Фламинго" ташă коллективĕ (В.Кузьмина) _ чăваш ташшисене, Палтиел шкулĕнчи "Созвездие" ташă ушкăнĕ тутар ташшисене питĕ хитрен ташларĕç. Карапай Шăмăршăри Нина Полякова, Кивĕ Чукалти Ирина Малеевапа Галина Мандрюкова, Кивĕ Шăмăршăри Галина Никитина, Васанти Валентин Терентьев, Чукалти Нина Ильичевапа Лидия Рубцова чăваш тата вырăс такмакĕсене çĕкленỹллĕ кăмăлпа каларĕç. Пуянкассинчи Катя Муромцева, Карапай Шăмăршăри Зинаида Падюкова, Чукалти Нина Ильичевапа Лидия Рубцова, Анат Чаткасри Лидия Пименовапа Линда Лукьянова солистсем вара вырăс тата чăваш халăх юррисене ăста шăрантарчĕç. Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕ юрланă ирçе юррисене те ăшшăн йышăнчĕç уява килнисем. Республика шайĕнчи мероприяти çỹллĕ шайра иртрĕ. Район çыннисем хăйсен творчество пултарулăхне туллин кăтартса пачĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 октября 2006
00:00
Поделиться