Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи лайăх ĕç бригадисем _ пирĕн районта

 

Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕ "Çул çитмен çамрăксен чи лайăх ĕç бригади" республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕн ĕçне лайăх хак пачĕ. Çакна палăртмалла: районти 11 шкулта çул çитмен çамрăксен 14 ĕç бригадине йĕркеленĕ, вĕсем пурте тенĕ пекех конкурса хастар хутшăннă. Материалсене тĕплĕн тишкерсе тухнă хыççăн, "Çул çитмен çамрăксен чи лайăх ĕç бригади" номинацире комисси Палтиелĕнчи вăтам шкулти "Бригантина" ĕç бригади (ертỹçи _ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С.А.Сандркина) çĕнтернĕ тесе йышăнчĕ. "Ĕç бригадине йĕркеленĕ чи лайăх учреждени" номинаци çĕнтерỹçи вара _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул. Çак шкулти "ООН" ("Отряд особого назначения") пĕрлешỹ çул çитмен çамрăксенчен йĕркеленĕ 4 бригадăран тăрать, вĕсем вăрман культурисене çум урăксенчен тасатассипе, шкул çумĕнчи участокра пахча-çимĕçсем çитĕнтерессипе, чечексем пăхса ỹстерессипе, шкулти юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе, палăксене тата Çĕнтерỹ паркне пăхса тăрассипе пурне те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. "ООН" ĕç бригади районти тата республикăри конкурссемпе спартакиадăсенче те çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. "ООН" ĕç бригадин ертỹçи, Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В.В.Хорькова "Чи лайăх педагог _ производство бригадин çĕнтерỹçи" номинацире çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, "ООН" пĕрлешĕве республикăри "Çул çитмен çамрăксен чи лайăх ĕç бригади" конкурса хутшăнма сĕннĕччĕ. Каллех _ çĕнтерỹ: конкурса хутшăннă 58 бригада хушшинче "ООН" иккĕмĕш вырăн йышăннă. Бригадăна наградăланă çĕре Наташа Чернова бригадирпа "ООН" ертỹçи В.В.Хорькова хăйсем хутшăнчĕç, республикăри чи лайăх шкулсен йышĕнче пулни шăмăршăсемшĕн пысăк чыс шутланать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 октября 2006
00:00
Поделиться