ЧИ ЛАЙĂХХИСЕНЧЕН ПĔРИ
Федор Филиппович Иванов Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта пĕр улшăнмасăр 31 çул хушши математика тата информатика предмечĕсене вĕрентет. Ку шкулта вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме пуçланă. Çак хушăра мĕн чухлĕ ачана информатика предмечĕпе интереслентернĕ, программăсем, проектсем хатĕрлеме вĕрентнĕ-ши вăл? Ахальтен-и районта иртекен олимпиадăсенче Федор Филиппович вĕрентекен ачасем çулсеренех чи нумай баллсем пухса çĕнтерỹçĕсем пулса тăраççĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн пулас профессине информатикăпа çыхăнтаракансем те пайтах. Хальхи вăхăтра "Информатика тата программăлани" специальноçпа аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренекенсем _ тăххăрăн. Мĕн илĕртет-ха шкул ачисене Федор Филиппович урокĕсенче? Вĕрентекен кăткăс техникăпа çăмăллăн та пĕлсе усă курни, çĕнĕлле ĕçлеме юратни, педагогикăри çĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕçлени, ачасене шанни, юратни пулĕ. Ф.Ф.Иванов шкулта хăйĕн вăхăтне иртен пуçласа каçчен информатика кабинетĕнче ирттерет. Уроксемсĕр пуçне, "Çамрăк программист" кружока та ертсе пырать вăл. Ачасемпе ĕçленипе çеç çырлахмасть. Пĕрле ĕçлекен коллегăсене те компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарать. Уроксене компьютерпа усă курса хатĕрленме учительсене вăлах пулăшать. Шăмăршă шкулĕнчи мĕнпур компьютер техникине тата видео-аудио аппаратурăна кирлĕ режимра ĕçлеттерессине пĕтĕмпех Федор Филиппович йĕркелесе тăрать. Интернетпа çыхăну тытасси те, методика кабинечĕпе ăнăçлă усă курасси те, шкул сайтне çĕнетсе тăрасси те _ пурте вăл тăрăшнипе пулса пыраççĕ. Федор Филиппович тĕпчев ĕçĕсене кăмăллать. Çавăнпах пуль ачасене те пĕчĕккĕллех тĕпчев меслечĕпе ĕçлеме вĕрентет. Аслă класра вĕренекенсем проектсем тума хăнăхаççĕ, пĕчĕк ушкăнсем çине пайланса ĕçлеме вĕренеççĕ. Сăмахран, пĕрисем пĕр-пĕр темăпа презентаци тăваççĕ, теприсем _ веб-сайт, виççĕмĕшсем _ пичете хатĕрлеççĕ. Учительсене кун пек ирĕклĕ, хăйсем тĕллĕн ĕçлеме питех те кăмăла каять: шыра, тĕпче, хăв хуçа пул! Калас пулать, тĕпчев ĕçĕсем туса вĕсене хỹтĕлессипе вăл вĕрентекен ачасем республика шайĕнче те пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Сăмахран, кăçалхи çуркунне республикăри "Эксельсиор" наукăпа практика конференцине хутшăнма Ольга Бабочкинапа Эльвира Халитова тивĕç пулчĕç, ачасен пĕр ушкăнĕ "Прима-мастер" конкурсра лайăх çитĕнỹсем кăтартнă. Алеша Полковников рсепубликăри "Инфо-знайка" конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Федор Филиппович хăй те учительсем хушшинче иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнать, хăйĕн професси шайне ỹстерсех тăрать. Кăçал çеç вăл, Интел ("Обучение для будущего") программăпа иртекен конкурсра республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнса, лауреат ятне çĕнсе илчĕ. "Сасă информацийĕ" проектпа "Педагогика инновацийĕ" конкурса хутшăнса каллех пĕрремĕш степеньлĕ Диплома тивĕç пулнă. Ф.Ф.Иванов шкулта та, районта та активлăхпа, пултарулăхпа палăрса тăрать. Нумай çул хушши информатикăна вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвне ертсе пырать. Вĕсемпе семинарсем, уçă уроксем ирттерет. Районти шкулсенче ĕçлекен библиотекарьсене компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарас тĕллевпе ятарлă вĕренỹ йĕркелерĕ. Республикăри вĕрентỹ институчĕ йĕркелекен семинарсенче хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарать, пысăк çитĕнỹсем тума пулăшакан меслетсем çинчен каласа кăтартать. Ахальтен мар ăна 1995 çултанпа виçĕ хутчен республикăри аттестаци комиссийĕ аслă категориллĕ учитель ятне панă. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, çĕршыври чи лайăх 10 пин учителе Раççей Президенчĕн грантне _ 100 пин тенкĕ укçан преми пама палăртнă. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пирĕн районти Федор Филиппович Иванов та пур. Чун-чĕререн саламлатпăр Сире, Федор Филиппович!