Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕреннĕ çынра _ çĕршыв малашлăхĕ

"Вĕрентỹ" наци проекчĕ шкулсене нумай çĕнĕлĕх илсе килчĕ. Уйрăмах лайăх ĕçлекенсене хавхалантарас енĕпе ырă улшăнусем пулчĕç. Отрасльте кăçал ĕç укçи пĕлтĕрхипе танлаштарсан 21 процент ỹснĕ. Январьтенпе класс ертỹçисене хушса тỹлеме пуçларĕç. Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕ грантне Шăмăршăри вăтам шкул, 100 пин тенкĕ грантне çак шкулти информатика учителĕ Ф.Ф.Иванов, ЧР Президенчĕн 10 пин тенкĕ премине хими учителĕ Р.У.Ракипов тивĕç пулни те _ пĕтĕм районти пысăк чыс. Учительсен професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн начальникĕпе Н.Г.ИГНАТЬЕВАПА тĕл пулса калаçнă, наци проекчĕ пирĕн патăрта мĕнле пурнăçланса пыни çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă. _ Приоритетлă "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе палăртнă тĕп тĕллеве _ пурне те лайăх пахалăхлă пĕлỹ илме май туса парассине _ пирĕн районта чылай маларах пурнăçлама тытăннă, - тенĕ Н.Г.Игнатьева. _ Пĕтĕмĕшле вĕрентỹ системине 2001 çултах нормативлă бюджет финансированийĕ çине куçарнă. Творчествăлла пуçарулăх кăтартакан учительсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантармалли система та ĕçлет. Шкулсенче информаци технологине анлăн пурнăçа кĕртеççĕ. Енчен те республикăра 26 ачана пĕр компьютер тивет пулсан, пирĕн районта 19 ачана _ пĕр компьютер. Пур шкул та Интернета тухма пултарать, çичĕ шкулта спутник антенни вырнаçтарнă. Районта базăллă виçĕ шкул ĕçлет, вĕсене хальхи вăхăтри чи çĕнĕ вĕрентỹ оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Базăллă шкулсене аталантарма 12 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Ачасене паха пĕлỹ илме пĕр тан майсем туса парас тĕллевпе, юлашки çулсенче вĕрентỹ тытăмне çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Шкулсене реструктуризацилесси малалла пырать. Пĕчĕк, пуласлăхсăр, тулли вĕренỹ йĕркелеме май çук шкулсене хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен шкулсемпе пĕрлештерни кăтартусене чылай лайăхлатма пулăшать. "Шкул автобусĕ", "Шкул патне _ лайăх çул" Президент программисем те йĕркеллĕ пурнăçласа пынине палăртмалла. Кашни ир тăхăр автобус никĕс шкулĕсене 400-е яхăн ачана турттарать. _ Наталья Германовна, наци проектне пурнăçласси укçа-тенкĕпе çыхăннă вĕт-ха. Шкулсем укçасăр лармаççĕ-и? _ Ун пекех каламан пулăттăм. Акă, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне чи лайăх учительсене хавхалантарма муниципаллă бюджетран 12500 тенкĕ, талантлă вĕренекенсене хавхалантарма 9500 тенкĕ уйăрса панă. Шăмăршă район пуçлăхĕн 2004 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе, чи лайăх вĕренекенсене хавхалантарма район пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕсене çирĕплетнĕ. Çак стипендие районти вун икĕ вĕренекен илсе тăрать. Кунсăр пуçне, пĕр вĕренекен Чăваш Республикин Президенчĕн, икĕ вĕренекен "Чувашия" фонд стипендийĕсене илме тивĕçрĕç. Раççей Федерацийĕн Правительствин Постановленийĕпе килĕшỹллĕн, класс руководителĕсене кашни уйăхрах хушса тỹлетпĕр. 2006 çулхи январь-август уйăхĕсенче районти шкулсенчи 145 класс руководительне федераллă бюджетран 958 пин тенкĕ тỹленĕ. Вĕренỹри пысăк улшăнусем хăйсем тĕллĕн пулса пыманнине лайăх ăнланатпăр. Çĕнĕлле шухăшлакан, инноваци культури енĕпе çỹллĕ шайра тăракан кадрсенчен нумай килет. Районти шкулсем тĕрлĕ проектсене хутшăнни инноваци аталанăвĕн зонисене йĕркелеме май пачĕ. Проектсемпе ĕçлекен пултаруллă педагогсемпе ертỹçĕсен пултарулăх ушкăнĕсене йĕркелетпĕр. Проект технологийĕсемпе менеджмент стратегине педагогсемпе ертỹçĕсен 30 процентне вĕрентнĕ. Мĕн пĕлнипе кăна çырлахман, ачасене вĕрентме вĕренни, тавра курăма ялан ỹстерме тăрăшни учительшĕн тĕп вырăнта пулмалла. Пирĕн вĕрентỹ ĕçченĕсем район чысне çỹлте тытасса, пирĕн пуласлăха - ачасене чыса тивĕçлĕ, ĕçчен, пуçаруллă çынсем пулма паха пĕлỹ, лайăх воспитани парасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться