Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район 80 çул тултарас умĕн

 

Шăмăршă хăçан "калаçма" пуçланă? Çитес çул район 80 çул тултарнă май, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат интереслĕ материалсем пичетленме тытăнчĕ. Район историйĕ вăл _ пирĕн пурнăç, пирĕн савăнăçпа хуйхă-суйхă. Ырри, лайăххи ытларах асра юлать. Историе пĕтĕм халăхпа çырнă май, манăн та кăштах каламалли пур. Сăмах вырăнти радио пирки пулĕ. Хăçан, мĕнле майпа пуçланнă-ха радио передачисене йĕркелесси? Ку вăл 1961 çулхи çуркунне пулчĕ. Ун чух эпĕ КПСС райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçлеттĕм. Парти райкомне В.Н.Якимов ертсе пыратчĕ. (Ăна, Васанти трагеди хыççăн, ВЛКСМ обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн ĕçĕнчен кăларса пирĕн района янăччĕ). Пĕррехинче Якимов мана хăйĕн кабинетне чĕнсе кĕртрĕ те, малашне вырăнти радиовещани передачисене йĕркелесе-ертсе пыма хушрĕ. Çапла вара манăн тĕп тивĕçĕмсĕр _ коммунистсен политвĕренĕвне йĕркеленисĕр пуçне _ тепĕр яваплă ĕç те хутшăнчĕ. Районти радиовещани редакторĕ пулса тăтăм. Передачăсене эрнере виçĕ хут, вун пилĕкшер минут йĕркелемеллеччĕ. Вырăсла та, чăвашла та калаçнă. Маншăн çак ĕç питех те йывăр пуласса малтанах ăнлантăм. Халиччен алла микрофон тытса пĕр сăмах та каласа курман вĕт-ха. Мĕн тумалла? Çийĕнчех пичет ĕçĕпе çыхăннă çынсемпе калаçас шутпа райхаçат редакцине кайрăм, Н.О.Падиаровпа курса калаçрăм. _ Ним те ан хăра, - лăплантарчĕ мана Николай Осипович. _ Ачи эс пултаруллăскер, чĕлхỹ уçă, ăсу та пур. Ĕçлеме часах хăнăхăн, ак. Малтанласа икĕ-виçĕ передачăна пĕрле хатĕрлĕпĕр. Çийĕнчех, хăйĕн ĕçне пăрахсах, Н.О.Падиаров райхаçатăн çĕнĕ номерĕнчи умстатьяна тишкерме хатĕрлесе пачĕ. Ун чух Мускаври радио "Правда" хаçата, Шупашкар "Коммунизм ялавĕ" тата "Советская Чувашия" хаçатсене тишкересси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ. Çапла эпĕ те журналистика ĕçне явăçрăм. "Коммунизм çулĕ" (халĕ "Шăмăршă хыпарĕ") хаçата тишкернисĕр пуçне, район пурнăçĕ çинчен те пĕлтерсе тăмаллаччĕ манăн. Врач канашĕ те, педагог сăмахĕ те янăратчĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшасси пирки тăтăшах Л.С.Смирнов калаçатчĕ. Пĕррехинче ман пата Шăмăршăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М.В.Каримов (Сăрнай Мишши) кĕчĕ. Михаил Васильевич мана шкулти литература кружокне çỹрекен ачасем хăйсен сăввисене радиопа вулама ирĕк пама сĕнчĕ. Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Вара кашни уйăхрах пĕр хутчен радиопа "Çамрăк сасăсем" кăларăм янăрама пуçларĕ. М.В.Каримов ачасене каçхине 17 сехет тĕлне çыхăну уйрăмне ертсе пыратчĕ. Ун чухне Чăваш радиопа Кĕлпук мучин йĕплĕ сăмахĕ тăтăш янăратчĕ. Вĕсем хыççăн тĕрлĕ пуçлăхсене бюро ларăвĕсенче е райĕçтăвкомра нумай пĕçерккĕ панă. Эпĕ те уйăхне пĕрре "Кĕлпук мучи пирĕн районта" ятпа критикăлла материалсем пама тытăнтăм. Çапла çулталăка яхăн пĕчченех тертлентĕм. Каярахпа микрофон умне икĕн _ ВЛКСМ райкомĕнче ĕçлекен Юлия Савельевапа пĕрле ларма пуçларăмăр. Вырăнти передачăсене районти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнче ирттереттĕмĕр. Передача пынă вăхăтра почтăра шăна вĕçни çеç илтĕннĕ: пурте пăшăлтатса калаçнă. Пирĕн ун чух нимĕнле магнитофон та пулман çав. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, манăн кашни уйăх валли ĕç планĕ хатĕрлесе памаллаччĕ. Унта хăш темăпа камăн калаçмаллине кăтартмаллаччĕ. Авторсем палăртнă вăхăтра хăйсемех çыхăну уйрăмне пыратчĕç. 1962 çулхи хĕлле пирĕн района Патăрьел районĕпе пĕрлештерчĕç. Эпĕ Васанти вăтам шкулта ачасене вĕрентме пуçларăм. Икĕ çул ытла Шăмăршă калаçмарĕ. 1965 çулта хамăр район çĕнĕрен йĕркеленсен, вырăнти радиовещани те "чĕрĕлчĕ". Редактор ĕçне ятарласа çирĕплетнĕ çын пурнăçласа пычĕ. Ăна передачăсем хатĕрленĕшĕн ĕç укçи тỹлетчĕç. Паллах, передачăсен пахалăхĕ те пĕрмай лайăхланса пычĕ. Шел, кăçал Шăмăршă каллех "калаçма" пăрахрĕ. Ман шутпа, вырăнти радио района кирлехчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться