Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Никам та, нимĕн те манăçман Паттăрсен ячĕсем _ вилĕмсĕр

 

 Ку ĕç 1949 çулта пулса иртнĕччĕ. Ун чух эпĕ Калинин ячĕллĕ колхозра счетоводра ĕçлеттĕм. Пĕррехинче правлени çуртне колхоз завхозĕ Степан Михайлович Шулдрин кĕчĕ. Хăй хытă пăлханнă, чунĕ ыратни тỹрех палăрать. Степан Михайлович çакна пĕлтерчĕ: тин çеç ăна такам (камне халĕ манса кайнă) хытă кỹрентернĕ иккен. "Эсĕ, - тенĕ вăл, - Хĕрлĕ Ялав орденне çапăçура мар, пасарта илнĕ". "Çак ордена мана çапăçура нимĕçсен танкне тĕл тивертсе çунтарнăшăн пачĕç!" - пăлханса калаçрĕ Степан Михайлович. Халĕ унран çак паттăрла ĕç пирки ыйтса пĕлменшĕн хытă пăшăрханатăп. Хăйĕнчен ыйтаймăн ĕнтĕ _ С.М.Шулдрин фронтовик 1988 çулта çĕре кĕнĕ. Ман шутпа, фронтра çакăн пек чаплă ордена тивĕç пулма çăмăл пулман. Апла пулсан, С.М.Шулдрин чăннипех те паттăрлăх кăтартнă. Районта вăрçăран чĕрĕ таврăннă 2650 фронтовикран Хĕрлĕ Ялав орденНе тивĕç пулнисем пурĕ те 13 çын çеç. Асăну кĕнекинче çак орденпа наградăланисен списокĕ те пур, анчах унта С.М.Шулдрин хушаматне кăтартман. Икĕ çул каялла эпĕ Раççей Оборона министерствин Тĕп архивне çыру янăччĕ, С.М.Шулдринпа хамăн атте _ К.Г.Богданов çинчен тĕплĕнрех пĕлтерме ыйтрăм. Хуравĕ вара тин çеç килчĕ. С.М.Шулдрин пирки çырнине вырăслах илсе кăтартатăп: "По архивным документам Установлено, что красноармеец Шулдрин Степан Михайлович 1919 года рождения, уроженец Чувашской АССР, орудийный номер 138 артиллерийской бригады награжден: - орденом "Красного Знамени" №124862 приказом 4 Ударной Армии 1 Прибалтийского фронта №0480 от 24.8.44г. Награда вручена, орденская книжка №А705433". Хисеплĕ вулаканăм! Енчен те сан çывăхунта районăн Асăну кĕнеки пулсан, хăвăн аллупа 260-мĕш страницăра, "Хĕрлĕ Ялав" орденпа наградăланисен списокĕнче, тирпейлĕн кăна "Шулдрин Степан Михайлович (Пăчăрлă Пашьел ялĕ) тесе çырса хурсамччĕ. Тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ, пашьелсем хăйсен ентешĕпе _ "Хĕрлĕ Ялав" орден кавалерĕпе Степан Шулдринпа тивĕçлипе мухтанма пултараççĕ. Тепĕр ыйту та пур сан патна, хисеплĕ вулаканăм. Асăну кĕнекин 16-мĕш страницине те тỹрлетỹ кĕртмелле. Унта "Богданов Константин Павлович, 1905 çулта çуралнă" тесе çырнă. Ун пек çын çук. Константин Герасимович Богданов, 1897 çулта çуралнăскер, пулнă. Вăл _ ман атте, Пĕрремĕш тĕнче, граждан вăрçисен тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Атте 1945 çулхи январьте хыпарсăр çухалнă. Пĕтĕмпе шутласан, вăрçă çулĕпе 10 çул утнă, икĕ хутчен аманнă. Асăну кĕнекине хатĕрлекенсен тирпейсĕрлĕхĕ мана тата тăвансене хытă пăшăрхантарать. Ман шутпа, Асăну кĕнекинче çак икĕ йăнăш çеç мар пулĕ. Пирĕн гражданла тивĕç _ вăрçă паттăрĕсене тупса палăртса ĕмĕр асăнмалла тăвасси. Кĕнеке вĕçĕнче редколлеги вулакансем патне чĕнсе калани те пур, унта Асăну кĕнекине васкавлăрах хатĕрлеме тиврĕ тесе каçару ыйтнă. Районăн Асăну кĕнеки вăрçă чарăннă хыççăн чылай вăхăтран пичетленсе тухнă, ман шутпа, çĕнĕрен те пичетленĕ-ха. Малашне кĕнекере "васкавлăрах хатĕрлерĕмĕр" сăмахсем ан пулччăр тесен, паянах тимлĕ ĕçлемелле. Кашни ял поселенийĕнчех вăрçа хутшăннă çынсем çинчен материалсем пуçтармалла, тỹрлетỹсемпе хушăмсене пĕтĕмпех шута илмелле. Çак ĕçе кам пурнăçлĕ _ район администрацийĕпе çар комиссариачĕн халĕрех палăртмалла. Васкасчĕ: фронтовиксем пурнăçран уйрăлса каяççĕ, свидетельсем те сахаланаççĕ. "Никам та, нимĕн те манăçман!" тени чăннипех пурнăçа кĕтĕрччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться