Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кунта ватлăхри канлĕхе тупнă

 

Шăмăршăри ватă тата сусăрланнă çынсем пурăнакан çурт тулашĕнчен те, шалтан та тирпейлĕхпе илĕртет. Кунта 14 ветеран _ 3 арçынпа 11 хĕрарăм _ хăйсен ватлăхри канлĕхне тупнă. Районти тĕрлĕ ялсенчен килнĕ ватăсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ветерансенчен чи асли _ Кивĕ Шăмăршăри Пелагея Семенова _ 95 çулта, чи кĕçĕнни _ Кивĕ Шăмăршăри Ксения Юнкерова _ 68 çулта. Пенсионерсем хăтлă пỹлĕмсенче пурăнаççĕ. Ветерансен çуртне Анат Чаткасран куçса килнĕ Трофимовсен çемйине уйрăм пỹлĕм панă. Пỹлĕмсенче, коридорсенче тасалăх хуçаланать. Социаллă работницăсем _ Нина Зинкинапа Зинаида Кодзакова _ хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани тỹрех курăнчĕ. Ватăсене талăкĕпех тивĕçлĕ тимлĕх уйăрас тĕллевпе работницăсем пĕр-пĕринпе черетленсе çĕрлехи дежурствăра та пулаççĕ. Вĕсемех пенсионерсен кĕпи-тумтирне, вырăн таврашĕсене çуса тасатаççĕ, ватăсене мунча хутса кĕртеççĕ. Ветерансене кунне виçĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Лидия Кувшиновапа Людмила Яковлева поварсем апата тутлă пĕçерсе хатĕрлени пирки кăмăллăн пĕлтерчĕç ватăсем. Апатланнăшăн вĕсем 600-шер тенкĕ кăна тỹлеççĕ. Участокра çĕр улми, тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтерни те апата йỹнетме пулăшать. Сĕтел çинче хĕлĕпех салатсем пулаççĕ. Ватăсемшĕн тĕрлĕ витаминсем пысăк пĕлте-рĕшлĕ пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Пахчара ĕçлеме вăй çитнĕ таран пенсионерсем те хутшăнаççĕ. Çамрăк сад, чечексен клумбисем Ветерансен çуртне илем кỹрсе тăраççĕ. Кану пỹлĕмĕнче _ диван, креслăсем, çемçе пукансем. Тĕслĕ телевизорпа ватăсем хăйсем килĕштерекен телесериалсем пăхаççĕ. Кунтах пысăках мар библиотека та пур. Кăмăл тăвакансем шашкăлла, доминолла выляма, "Советская Чувашия", "Шăмăршă хыпарĕ", "Достоинство" тата "Пенсионер Чувашии" хаçатсен подшивкисемпе паллашма пултараççĕ. Кăçал июньте районти халăха социаллă пулăшу паракан центр дирекцийĕ кану пỹлĕмĕн стенисене эрешлĕ хăмасемпе, маччана çăмăл плиткăсемпе илемлетме те май тупнă. Коридора та эрешлĕ хăмасемпе çапнă. Кунсăр пуçне Ветерансен çуртне сăрласа та хитрелетнĕ. Ветерансен çурчĕ уçăлнăранпа _ вăл 1996 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă _ заведующи тивĕçне пĕр улшăнми Татьяна Димитриева пурнăçлать. Хăйне шанса панă ĕçе вăл яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пыма тăрăшать. _ Хамăрпа тимлĕ пулнăшăн, кашни утăмрах пулăшма тăрăшнăшăн эпир районти халăха социаллă пулăшу паракан центр директорне Владилен Фадеева тата Татьяна Димитриева заведующие пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр, - терĕç ветерансем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 сентября 2006
00:00
Поделиться