Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Янăранă чăваш юрри

Ульяновск хулинче çак кунсенче Атăлçи Федераллă округ шайĕнче иртнĕ Пĕчĕк Олимп вăййисем уçăлнине халалланă савăнăçлă церемоние ытти художество коллективĕсемпе пĕрле хутшăнса, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи "Антонина" халăх ташă ансамблĕ (илемлĕх ертỹçи А.Нефедова) "Труд" стадионра "Яра пар!" чăваш ташшине питĕ ăста ташласа панă. Е.Муравьева, А.Верьялов тата В.Харитонов (аккомпаниаторĕ те хăйех) солистсем вара чăваш вăййин юррине чун хумханмалла юрласа кăтартнă. "Антонина" ташă ушкăнĕ Дмитровград хулинчи стадионта иртнĕ концерта та хутшăннă, халăха чăваш тата вырăс халăх ташшисемпе савăнтарнă. Е.Муравьевапа А.Верьялов солистсем чăваш тата вырăс эстрада юррисене хитрен шăрантарнă. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче спорт вăййисем вĕçленнĕ ятпа йĕркеленĕ пысăк концертра та шăмăршăсем хăйсен творчество пултарулăхне туллин кăтартнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 сентября 2006
00:00
Поделиться