"Укçи камăн? Атте-аннен..."
ТĔЛĔНМЕЛЛЕ хăвăрт улшăнать пурнăç тени. Вунă-вун пилĕк çул каялла çеç-ха туя пилĕк-ултă автомашина хутшăннине те "чаплă" теттĕмĕр, халĕ вара çирĕм-вăтăр "Жигулипе" "иномарка" ярăнтарать туй халăхне. Çакна эпĕ япăх тесе каласшăн мар, кашниех "тỹшекне кура урине тăсать" ĕнтĕ. Çапах та пурнăç çулĕ çине тин çеç тăнă, хăйсем тĕллĕн нимех те ĕçлесе туман çамрăксене ытлашши иртĕхтерместпĕр-ши? Чылайăшĕ асăрханă пуль: Шăмăршă урамĕсемпе çỹрекен çăмăл автомашинăсен рулĕсем умĕнче çап-çамрăк каччăсем лараççĕ. Машинăпа çỹреме ирĕк паракан прави пур-и вĕсен, çук-и - пĕлместĕп. Анчах çак чаплă автомашинăна çамрăк çын хăй ĕçлесе тунă укçапа туянни иккĕлентерет. Ашшĕпе амăшĕ, çывăх тăванĕсем ывăлне е мăнукне çăмăл автомашина е хваттер парнелесси йăлана кĕме пуçларĕ. Туйсене мĕнле ирттеретпĕр тата! Парнисем еплерех! Пĕчĕк парне парса пăх-ха _ пĕтĕм тăвану сана ылханĕ. Пурнăçра ыр кăмăллăхпа чун тасалăхĕ мар, укçапа мул хуçа пулма тытăнчĕç. Укçа чурине çаврăнни çамрăксемшĕн уйрăмах хăрушă. Укçа парсах тăмасан, вĕсем ашшĕпе амăшне те, тăванĕсене те хисеплеме пăрахĕç. Йăнăшатăп-и? Кун пек тĕслĕхсем - тем чухлех. "Укçана хăвăрăн ĕçлесе тумалла, вара унăн хакне пĕлĕр, усăсăр салатмăр", - тетчĕ пире атте. Анне те парнене хакне пăхса мар, кăмăлтан панине кура хисеплемелле, тетчĕ. "Укçа вăл - хăрушă чир, çак чиртен сывалма çав тери йывăр", - тетчĕç ваттисем. Вĕсем çав тери тĕрĕс каланине пурнăç тăршшĕнче лайăх ăнланса илтĕм. "Çынна пуянлăх мар, тỹрĕ кăмăллăхпа сăпайлăх, ĕçе юратни илем кỹрет", - çапла çырса хăварнă пирĕн Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев. Çамрăксен çакна ăша хывасчĕ. Хăв ĕçлесе пуяна тухайсан аван-ха, анчах ун чух та çын пулма ан пăрах, ачам.