Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултаруллă водитель

Пăчăрлă Пашьелĕнчи Сергей Сандрейкина автомашинăсем шкулта вĕреннĕ çулсенчех илĕртнĕ. Вăл пĕчĕкренех шофер пулма ĕмĕтленнĕ. 1974 çулхи кĕркунне ăна районти çар комиссарĕ Канаша водителе вĕренме ярасси пирки каласан, мал ĕмĕтлĕ яш вышкайсăр савăннă. Профессипе техника училищинчи вĕренĕве Сергей пысăк хастарлăхпа пуçăннă. ГАЗ-53 автомобилĕн кабининче руль умне инструкторпа юнашар ларсан, йывăр техникăна вырăнтан хускатса асфальтлă çулпа илсе кайсан, ытлашши хĕпĕртенипе малтанласа сывлăш та пỹлĕннĕн туйăннă. Калама кăна: вун-вун тоннăллă автомашина санăн ирĕкне пăхăнать вĕт! Алăсен кашни хусканăвне туйса тăрать илемлĕ çаврашка - руль. Хăвăртлăх вара малтан малах илĕртет, çул хĕрринчи юпасем пĕрин хыççăн тепри вĕлтлетсе юлаççĕ. Рейсра водительпе автомашина пĕтĕмĕшле организм пулса тăрсан, тимлĕхĕн курăнми çиппи çул тăрăх пĕр татăлми тăсăлса пырсан руль умĕнчи çын çул-йĕрпе техникăн илĕртỹллĕ тыткăнне кĕрет. Унта пĕтĕм чун ăшшипе кĕрсе кайсан вара чĕре яланлăхах професси асамлăхне парăнать. Сергей Сандрейкинпа та çаплах пулса тухнă. 1975 çулхи май уйăхĕнче Пăчăрлă Пашьел йĕкĕчĕ салтак гимнастеркине тăхăннă. Авторотăра Сергее Урал-375 автомашина шанса панă. Техникăна яланах тирпейлĕ тытакан салтака батальон командирĕ пĕр çулталăкран хăйĕн водителĕ пулма çирĕплетнĕ. Лайăх службăшăн ăна полк командованийĕ тав тунă. 1977 çулхи çуркунне çар службинчен таврăнсан Сергей Сандрейкин Шăмăршăри техника юсакан предприятире ĕçлеме пуçланă. Анатолий Петров водительпе пĕрле "Колхида" автомашинăпа Мускав, Ставрополь, Рязань, Курск тата ытти хуласенчен, Прибалтика республикисенчен тĕрлĕ грузсем турттарнă вăл. 1992 çулхи октябрьтен пуçласа паянхи кунчченех кăнтăр электросечĕсен Шăмăршăри участокĕнче вăй хурать Сергей Николаевич. Хăйне шанса панă УАЗ-3741 автомашинăна яланах юсавлă тытать вăл, "санитарка" талăкăн хуть-хăш сехетĕнче те çула тухма хатĕр. Предприятире юнашар ĕçлекен Анатолий Горбунов, Вячеслав Кудряшов водительсемпе пĕрле электриксен бригадисене авари пулнă вырăнсене е производство ĕçĕсем ирттерекен участоксене вăхăтра çитерессишĕн, вĕсене кирлĕ материалсемпе тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшать. Пĕрлех, директорăн çирĕплетнĕ водителĕ пулнă май, производствăн тĕрлĕ ыйтăвĕсемпе час-часах Канаша тата ытти хуласене те тухса çỹреме тивет Сергей Николаевичăн. С.Н.Сандрейкин руль умне ларнăранпа 31 çул çитрĕ ĕнтĕ. Пархатарлă ĕçшĕн опытлă та пултаруллă тата тăрăшуллă водителе ведомствăн Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Мăшăрĕпе, Любовь Николаевнăпа, икĕ хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ. Асли, Алена, çемьеллĕ ĕнтĕ. Вăл халĕ ашшĕпе амăшне икĕ пĕчĕк хĕр пĕрчипе савăнăç кỹрсе тăрать. Кĕçĕнни, Наташа, Шăмăршăри предприниматель лавккинче сутуçăра тăрăшать. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче С.Н.Сандрейкин хăй çуралнăранпа 50 çул çитнине уявлать. Чаплă юбилей ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламланă май, юман пек çирĕп сывлăх, Атăл пек вăрăм ĕмĕр, çăл куç шывĕ евĕр иксĕлми телей, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр сире, хисеплĕ Сергей Николаевич!



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 сентября 2006
00:00
Поделиться