Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хисеплеççĕ ăна, юратаççĕ

ЧИПЕР сăн-питлĕ, хĕр пек илемлĕн ярăнса утакан çак хĕрарăма чаткассем çеç мар, районта та чылайăшĕ паллаççĕ. Ку вăл - вăтăр пилĕк çул бухгалтерта ĕçлекен, халăхра хисеп çĕнсе илнĕ Мария Ильинична Захарова. Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Маша мĕн ачаран шут ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ, уйрăмах математикăпа пултарулăх кăтартнă. Шкул хыççăн Маша Улатăрти ял хуçалăх техникумне кайса кĕнĕ, кунтан лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă. Алла диплом илсен, çамрăк специалиста Шăмăршă райо-нĕнче кăна мар, республикипех малта пынă "Искра" колхоза бухгалтер пулса ĕçлеме направлени панă. Хуçалăха колхоз ĕçĕн пултаруллă организаторĕ, виçĕ хутчен Ленин орденĕ илме тивĕç пулнă 3.З.Сейфутдинов ертсе пынă. Тĕп бухгалтерăн йывăр лавне Р.Н.Зубеиров ăнăçлă туртнă. Шăпах унтан вĕреннĕ те ĕнтĕ бухгалтери ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене, учетпа отчет ĕçне тирпейлĕ туса пымаллине çамрăк специалист. Патирекре ĕçленĕ чухне хĕр Чаткас ялĕн маттур каччипе Петр Захаровпа паллашать. Туслăхран юрату пуçланать, çамрăксем яла тĕлĕнтермелле чаплă туй туса пĕрлешеççĕ. Çапла Мария Захарова Анат Чаткасри "Восход" колхоз бухгалтерийĕнче ĕçлеме пуçлать.1979 çултанпа паян кунччен тĕп бухгалтер ĕçне тăрăшса туса пырать. Мăшăрĕпе - Петр Васильевичпа иккĕшĕ пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тăватă мăнук халĕ вĕсен, мăнукĕсен йышĕ тата та ỹсĕ-ха. Хăш-пĕр хуçалăха кайсан, механизаторсемпе ферма ĕçченĕсем хушшинче бухгалтеринчи шут ăстисем пирки кăмăлсăр калаçнине те илтме пулать. "Восход" СХПКра вара ун пек сăмах илтеймĕн. М.И. Захарова тĕп бухгалтер шут ĕçне тĕрĕс те тỹрĕ кăмăлтан туса пырать, ĕç укçи пирки ыйту сиксе тухсан тĕплĕн ăнлантарса парать. Бухгалтеринчи ытти ĕçченсем те çынсемпе кăмăллă калаçаççĕ, Мария Ильиничнăран тĕслĕх илеççĕ. Чăнах та, хуçалăх экономики паян унчченхи пек тĕреклех мар ĕнтĕ, кунта тĕп бухгалтертан килмен сăлтавсем те нумай. Çапах та "Восход" хуçалăх мал ĕмĕтпе пурăнать-ха, уй-хирпе фермăсенчен тупăш илессишĕн тăрăшать. М.И.Захарова тĕп бухгалтер хуçалăхăн кашни отраслĕ лайăх аталантăр, кооператив укçи-тенки тĕлли-паллисĕр ан салантăр тесе пĕтĕм вăйĕпе ăсталăхне парать. Иртнĕ кунсенче ял-йыш хисеплекен çын, районти тĕп бухгалтерсен йышĕнчи чи авторитетлă ĕçчен М.И.Захарова 55 çул тултарчĕ. Çак ятпа эпир ăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 сентября 2006
00:00
Поделиться